06 сентября 2016 г.
Çуллан юлашки кунĕнче, августăн 31-мĕшĕнче, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи утарçăсем Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторăн акт залне семинар-канашлăва пухăнчĕç.
Унта район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн утарçи Ю. Романов, кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен Н. Пирожков консультант-зоотехник, Чăваш ял хуçалăх академийĕн зоотехника тата ветеринари медицини факультечĕн деканĕ Г. Тобоев хутшăнчĕç.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуллен йĕркелекен мероприяти ытти районсенче, регионта вĕлле хурчĕсене ĕрчетессипе ĕçлекенсене те кăсăклантарать иккен, çавна май инçе çула кĕскетсе Шупашкартан, Пăваран, Ульяновскинчен, Элĕкрен, Йĕпреçрен, Комсомольскинчен килнĕ.
Районти утарçăсем 20 çул ытла ĕнтĕ пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. "Ылтăн" хурта ĕрчетекенсен шучĕ çуллен ỹссе пынине, 200 ытлана çитнине палăртма кăмăллă. Паяна 4300 вĕлле хурчĕн çемйине шута илнĕ, унтан икçĕрĕшне ял хуçалăх предприятийĕсем тытаççĕ, ытти _ уйрăм кил хуçалăхра.
Канашлура Р. Селиванов районти ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе тата малашлăхри тĕллевсемпе, вăл шутра вĕлле хурчĕсене ĕрчетессипе те кĕскен паллаштарчĕ. Н. Пирожков утарçă районта опытлисенчен пĕри пулнă май, хăй усă куракан çĕнĕлĕхсем, сиплĕ çимĕçе туса илес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлекенсем пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех Н. Тобоев пыла тата пыл продукцине реализацилес, Ю. Романов вĕлле хурчĕпе ĕçлес ĕмĕтлисене пĕлỹ парас ыйтусене хускатрĕç.
Канашлу вĕçленсен "2016 çулхи чи лайăх пыл" конкурс иртрĕ. Тỹресен 30а яхăн çĕнĕ пыла пахаласа чи лайăххине палăртма тиврĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Селиванов илсе килнĕ продукци пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Шăмăршăри М. Гадиев тата Вăрнарти И. Федоров утарçăсен пылĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)