06 сентября 2016 г.
Иртнĕ эрнекун Пенси фончĕн Патăрьел районĕнчи управленийĕнче, вăл халĕ Патăрьелсĕр пуçне Елчĕкпе Шăмăршă районĕсене те пĕрлештерсе тăрать, видеоконференци шайĕпе "Çавра сĕтел" хушшинчи лару ирттерчĕç. Ăна Фондăн республикăри уйрăмĕ Ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерствипе, республикăри профсоюзсен организацийĕсен пĕрлĕхĕпе (Чувашрессовпроф), Чăваш Республикинчи Пенсионерсен союзĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Ларăва район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, соцаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Л. Базманкина, районти пенсионерсен Союзĕн председателĕ Т. Полякова, Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕн заместителĕ И. Кузнецова тата çак йĕркесен авторĕ хутшăнчĕç.
Тĕп тема _ аслă ăрури çынсене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем. Видео мелĕпе ирттернĕ калаçăва пенси фончĕн управляющийĕ Р.Кондратьева йĕркелесе пычĕ. Унта тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем, вырăнсенчен Улатăр хулин тата Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне район ертỹçисем тухса калаçрĕç. Ыйтусемпе хуравсем те пулчĕç. Теми чăннипех те хумхантараканни. Уйрăмах вăл аслă ăрури çынсене кăсăклантарать. Мĕн- шĕн тесен, юлашки вăхăтра таварсем чылай хакланчĕç, тарифсем те ỹссе пыраççĕ. Пирĕн республикăра 366 пин арçынпа хĕрарăм пенси илет. Ку чăннипех те пысăк "çар".
Патшалăх енчен пулăшу парас тĕллевпе кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ăна 4 процент индексациленĕ. Çакна шута илсе паян ватлăхпа паракан пенси 11,9 пин тенкĕпе танлашать, социаллă пенси _ 7,5 пин. Аслă вăрçă участникĕ- сем 31 пин тенкĕ ытла илеççĕ. Унсăр пуçне пенси накоплени- йĕсене кăна кăçал 175 миллион тенкĕ тỹленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пенсисемпе ытти тỹлевсем валли 34 миллиард тенкĕ кайнă. Кунсăр пуçне Амăш капиталне тивĕçекен çемьесене тата 2 миллиард тенкĕ панă. Патшалăх малашне те çак çул-йĕре çирĕп тытса пыма тăрăшать. Акă, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта палăртнă индексацине пĕр хутчен паракан тỹлевпе улăштарма йышăннă. Çак укçана мĕнпур пенсионер çитес çулхи январьте пенсипе пĕрле илет. Унăн хисепĕ пилĕк пин тенкĕ. Ку кăçалхи августран пуçласа декабрь таранчченхи тапхăршăн пулать е уйăха пĕр пин тенкĕ. Ун валли 1,8 миллиард уйăрнă. 2017 çулта вара пенси саккунĕпе килĕшỹллĕн пенсине тулли калăпăшпа индексацилеме йышăннă. Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе инфляци шайне пăхса ỹстерме палăртнă. Сăмах май, пĕлтĕр вăл 12,9 процентпа танлашнă. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли вăтам виçе ỹсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç. Ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессине лекнисем, вăрçа хутшăннисемпе инвалидсем кашни уйăхра пенсипе пĕрле хушма тỹлев илсе тăраççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр-пе коммуналлă хуçалăх тăкакĕ- сене саплаштарма çăмăллăхсем пулаççĕ. Çавăн пекех 70 тата 80 çула çитнисене капиталлă юсав тỹлевĕпе çыхăннă тăкаксемшĕн компенсаци пама йышăннă. "Ватăсем хỹтлĕхсĕр юлмаççĕ" _ пĕтĕмлетрĕç видеоконференцине хутшăнакансем.
Çапла пултăрах!
Н. ЛАРИОНОВ.
Цифрăсемпе фактсем
Патăрьел районĕнче 12110 пенсионер шутланать, вĕсенчен 9991-ĕшĕ _ ватлăхпа пенсине тухнисем.
Кашни уйăхра пенси пама 119,3 миллион тенкĕ каять.
Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен 2838-шĕ ĕçлеме пăрахман-ха.
Районта вăтам пенси укçи 10033 тенкĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)