06 сентября 2016 г.
"Авангард" хаçат призĕсемшĕн ăмăртусем ирттерме пуçланăранпа сахалтан та çур ĕмĕр! Ĕлĕкрех октябрьте çуллахи спорт сезонне хупнă чух эстафетăра çуран чупакан физкультурниксем пухăнатчĕç.
Пуш уйăхĕн варринче вара хĕллехи тапхăра вĕçлесе татах эстафетăра йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса тупăшатчĕç. Ăмăртусене виçĕ ушкăнта йĕркеленĕ: вăтам шкулсем, тулли мар вăтам шкулсем тата предприятисемпе организацисем хушшинче. Юлашки вунă çулта саманине кура ку йĕрке самай улшăнчĕ. Ăна халĕ сентябрьте Сывлăх кунĕ шайĕпе йĕркелеме тытăнчĕç. Йĕркелỹçĕсен шутĕнче район администрацийĕ те пурччĕ. Ăмăртăва хутшăнакан ушкăнсем те йышлăланчĕç _ 12-е çитрĕç. Кăçал вара çак массăллă мероприятине район хаçачĕ пĕтĕмпех хăй, паллах, районти "Паттăр" çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕпе пĕрле, ирттерчĕ.
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче ир кỹлĕм çанталăк ăмăр тăчĕ, çилĕ те сивĕччĕ. Анчах Патăрьелĕнчи тĕп стадионта ăмăртăва уçнă тĕле, 12 сехет те 30 минута, хĕвел те курăнчĕ, ăшăтрĕ те... "Авангард" хаçат тухма тытăннăранпа 85 çул (вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче " Паянхи сас" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ) çитнĕ ятпа ирттерекен çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ эстафетине редакци работникĕсем райхаçат гимнне ушкăнпа юрласа уçрĕç. Сывлăх кунне хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М.Айзатуллов, райхаçат редакторĕ Н.Мазякова тата çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн директорĕ А. Моисеев, вăлах ăмăртăвĕн тĕп судьи, республикăри профессиллĕ мар хоккей лигин тĕп директорĕ Н. Пороскун саламларĕç, спортра пысăк çитĕнỹсем сунчĕç. Стартсене пуçличчен тепĕр сумлă самант та пулчĕ çак кун _ республикăри ветерансен (хĕрĕхрен иртнисен) ăмăртăвĕнче хоккейла выляса мала тухнă Патăрьел районĕн "Олимп" командине чысларĕç: пысăк кубок, уйрăм хоккеистсене медальсемпе дипломсем парса наградăларĕç.
Пĕлтĕрхи пекех ăмăртусене 12 ушкăн е 600 ытла спортпа туслисем, çĕре яхăн команда хутшăнчĕ.
Аслă çулти спортсменсене хисеп туса ăмăртăва ветерансене уçма ирĕк пачĕç. Старта редакци работникĕсем хăйсем те тăчĕç. Шел те, чăн шурсухалсем кăçал сахалрах: пурĕ те виççĕн çеç. Ыттисене чылай хыçала хăварса финиша Хурама Твар поселокĕн хастарĕ, ялти культура "çурчĕн" ертỹçи Т. Давыдов кĕчĕ. Кĕç-вĕç утмăл тултаракан арçын çуллен районти акатуйра чупать, ватăсен ытти ăмăртăвĕсене хутшăнать. Хальхинче те вăл инçе çула çывăхлатса райцентра çитнĕ.
Ăмăрту илемне кỹрекен тепĕр ушкăн вăл_ача садне çỹрекен шăпăрлансем. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем 12 команда _ кашнинче икĕ аçын ачапа икĕ хĕрача _ тăратма пултарнă. Вĕсем эстафетăра çĕршер метра чупрĕç. Дистанцире кирек хăш çулти спортсменсене те пăхма кăмăллă. Ачасене _ пушшех. Кунта чирлекенĕсем ытларах _ ашшĕ-амăшĕ тата воспитателĕсем! Сумлă вырăна ĕлĕкрех район центрĕнчи садиксем тухаканччĕ. Кăçал вара аякри ялти, Пăлапуç Пашьелĕн- чи "Хĕвел" (иккĕмĕшĕ _ Патăрьелĕнчи "Юмах", виççĕмĕшĕ _ Шăнкăртамри "Сандукач") йышăнчĕ. Малалла вара ăмăрту графикĕпе килĕшỹллĕн ытти ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри чупрĕç: пуçламăш классенчи шкул ачисем, вăтам шкулсенче аслăрах классенче вĕренекенсем. Каярахпа предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен хĕрарăмсен, арçынсен командисем... Шкул педагогĕсем хăйсем ăмăртусене хастар хутшăнни питĕ кăмăллă _ 15 команда. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ мар-и! Сăмах май, хĕрỹ кĕрешỹре çак ушкăнта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учителĕсем малти вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем _ авалтан спортпа палăрнă Нăрваш Шăхаль тата Аслă Арапуç коллективĕсем. Шел те, предприятисемпе организацисем питĕ сахалăн килнĕ. Ял тăрăхĕсем те аран тенĕ пек виçĕ команда пуçтарма пултарчĕç. Мала тухнă командăсене райхаçат редакторĕ Н. Мазякова дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчĕ.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)