06 сентября 2016 г.
"Халĕ республика тулашне тухмасăр, çемьерен, килтен уйрăлмасăр пысăк технологиллĕ пулăшу илме пулать. Эпир çак тĕллеве ку чухнехи медицина учрежденийĕсен, çав шутра федераци пĕлтерĕшлисен те, тытăмне тапхăрăн-тапхăрăн туса пурнăçлама тăрăшрăмăр".
(ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Халăх пурнăçне çăмăллатас тата ĕмĕрне тăсас тĕллевпех республикăра тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ. Акă, иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 3-мĕшĕнче, Вăтаелĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Сăмах май, вăл пирĕн районта улттăмĕш. 2013-2015 çулсенче Хирти Пикшикре, Сителте, Пăлапуç Нурăсĕнче, Анат Тăрмăшра, Шăхачра хута кайнă.
Вăтаелсемпе пĕрле савăнăçа пайлама республикăри сывлăх сыхлавĕн министерствин ача амăшĕсене тата ачасене медицина пулăшăвĕ паракан организацисен пайĕн пуçлăхĕ Н. Емельянова, район администраци пуçлăхĕн çумĕсем М. Айзатуллов, Н. Краснов, Л. Кузнецов, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев, районти тĕп больница врачĕ Г. Петрова, кỹршĕ ялсенче пурăнакансем килнĕ. Хăнасем халăха ăшшăн саламланă май сывлăхлă пулма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма сунчĕç.
_ Тавтапуç пурне те пире çакăн пек чаплă фельдшерпа акушер пункчĕ туса панăшăн, _ терĕ хăйĕн савăнăçне тата хумханăвне пытараймасăр чылай çул ку ялти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнă Г. Ви- ноградова медицина ветеранĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ объектри хăтлă условисемпе хальхи вăхăтра вăй хуракан О. Ке- ресева медицина сестри паллаштарчĕ. Ольга Валерьевна Вăтаелсем ФАПа тахçантанпах кĕтнине, вĕсемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулнине пĕлтерчĕ.
Ял çыннисем район, республика ертỹçисене сăмахпа та, юрăпа та ăшшăн тав турĕç.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)