АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анонс

06 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 9-10-мĕшĕсенче ача çурчĕсенче тата шкул-интернатсенче пурăнакансем "Атăлçин спорт Олимпĕ" йăлана кĕнĕ округри спартакиадăна хутшăнаççĕ. Вăл вĕсене спортра, çавăн пекех культурăра, искусствăра аталанма пулăшма тивĕçлĕ. Спартакиада Çĕнĕ Шупашкарта, Олимп резервĕсен 3-мĕш ятарлă спорт шкулĕнче иртет, 9-мĕшĕнче 10 сехетре сумлă лару-тăрура пуçланать, тепĕр кунне 15 сехетре вĕçленет. Кăçал округри 14 регионтан финала 300 ытла ача хутшăнмалла. Унта 13-18 çулти ачасем хăйсен вăйне мини-футбол, стритбаскет, волейбол, дартс, шашка, сĕ-телçи теннис вăййисенче тĕрĕслеççĕ, шывра ишеççĕ тата çăмăл атлетика эстафетине хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне ăмăртусенчен ирĕклĕ самантсенче ачасем Шупашкарăн паллă вырăнĕсемпе паллашĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика