06 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 2-мĕшĕ пирĕн çĕршывăн истори страницине çырăнса юлнă паллăсенчен пĕри. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи чарăнни (1945 çул) тата Раççей гварди кунĕ пирĕн халăхшăн календарьти пĕлтерĕшлĕ страница.
Çак куна районти чылай шкулсенчи педагогика коллективĕнче пĕр йĕрсĕр те сарăмсăр ирттермеççĕ, вăрçă историне аса илеççĕ, ветерансемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ тата ытти те. Гварди дивизи- йĕнче службăра тăнă пирĕн ентешсем те сахал мар: Мулюков Ф. В., Сингатуллин Р. М., Киргизов И. П., Инжа С. А., Маркиданов П. С., Куцыпин Ю. П., Улангин И. Г. тата ыттисем те. Шăпах çак паттăрсене асра тытса Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕнче "Вилнисем чĕррисемпе пуплеççĕ" ятпа сăн ỹкерчĕксен куравне уçнă. Чăваш Наци музейĕпе пĕрле йĕркеленĕ куравпа паллашма кăмăл тăвакансем хăйсен кукашшĕ-аслашшĕне, тăванĕсене те палласа илме пултараççĕ. Çавăнпа та хапăл тăвăр курава!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)