АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакан айăплă-ши?

06 сентября 2016 г.

Сак ыйтăва хурав тупас тĕллевпех хĕрарăм чăн малтан йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене магазина шăнкăравласа чĕннĕ те. Ĕçĕ-пуçĕ вара акă еплерех çаврăнса тухнă. Кивĕ Катекре пурăнаканскер, çак кунсенче вăл хăйсен ялĕнчи лавккаран ывăлĕ урлă турăх илсе килтернĕ. Васканă май арçын ача çимĕç срокран тухнине те пăхман иккен. Хыпăнса ỹкнĕ амăшĕ тавара каялла пама магазина чупса кайнă. Ара, никамăн та укçа тỹлесе юрăхсăр таварлă пулас килмест-çке. Вăл та туянаканăн правипе усă курас тенĕ курăнать. Йăнăша тỹрлетсе пĕр-пĕрне ăнланас вырăнне вара магазин хуçи хĕрарăма вăрçса пĕтернĕ, хăратмаллах хăмсарнă... Акă мĕншĕн тавар сутаканпа туянакан ĕçне вĕçне-хĕрне тухас тесе район полицийĕн сотрудникĕсем те явăçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика