06 сентября 2016 г.
Пурнăç тени яланах шурăпа хура черетленнипе йĕркеленсе пырать темелле. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн сакăр уйăхри кăтартăвĕсене тишкерсен савăнмалли те, шухăшлаттараканни те пур темелле. Яланхи пекех Шăнкăртам, Патăрьел пысăк ял тăрăхĕсенче çут тĕнчерен уйрăлакансем çуралакансенчен сахалтарах пулни кăмăллă. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсене ырă кăмăллă "аист" 54 тата 51-шер пепке парнеленĕ.
Анчах та ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни кĕтесрех телей "йăл кулнă" тесех калаймăн. Статистика кăтартăвĕпе 15 ялта пĕр çемье те "çĕнĕ кайăк" хутшăннă ятпа тăван-пĕтенне кĕрекене пуçтарман. Сăмахран, Алманчăра çеç иртнĕ çул ку вăхăтра пилĕк ашшĕпе амăшне ача менельникĕпе чыслăн саламланă. Кăçал вара ку таранччен çак сăлтавпа никам ячĕпе те ăш сăмахсем калайман-ха. Пĕчĕкех мар Первомайски ялĕнче те сак тулли саккăр хушма васкакансем пулманни те тĕлĕнтерет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)