09 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 11-мĕшĕ _ Танкистсен кунĕ. Броньăран тунă машинăсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче чи татăклă çапăçусене кĕнĕ, фашистсен атакисене сире-сире янă, нимĕç танкĕсем çине таранла тапăннă, хуласене илнĕ. Паттăр çар çыннисене чысласа çичĕ теçетке çул каялла, 1946 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче, Мускавра ятарласа гварди танк дивизийĕн маршне ирттернĕ, каçхине вара çĕнтерỹçĕ-çĕр-шыв уяв салючĕ панă. Çак кунтан пуçласа çуллен танкистсен кунне палăртма тытăннă.
Пирĕн районта та танк çарĕсенче тĕрлĕ вăхăтра службăра тăнă ветерансен пĕрлĕхĕ пур. Ăна Патăрьелĕнче пурăнакан пĕртăван Николайпа Василий Николаевсем ертсе пыраççĕ. Танкистсем кашни çул район центрĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи "КВ" йывăр танк патне пуçтарăнаççĕ. 80-мĕш çулсен варринче çак 40 тоннăллă машинăна Василий Григорьевич район халăхне тĕлĕнтерсе Канашран хăй рычаксен умне ларса илсе килнĕ. Постаментне хатĕрлесе çитерсен, хускатасса никам ĕненмен тупăллă техникăна хăйех ун çине вырнаçтарса лартнăччĕ. Кайран вара çак вырăн ушкăна пуçтарăнмалли лаптăк та пулса тăчĕ.
Кăçал танкистсен уявне паллă тума пикеннăренпе шăпах 70 çул çитет. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне Юхмапа Пăла тăрăх танкисчĕсем хальхинче те комиссариат умне пухăнма палăртаççĕ. Кун йĕрки яланхиллех: палăк умне чăрăш лăссисенчен тунă гирлянда хурасси, саламсем, асаилỹсем, концерт...
Н. ЛАРИОНОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)