09 сентября 2016 г.
Республикăра пурăнакансенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, суйлавçăсенчен ытларахăшĕ "Единая Россия" партишĕн. Суйлавччен икĕ эрнерен те сахалтарах вăхăт çеç юлчĕ. Социологсем хăйсен эксперт хаклавне параççĕ тата çĕршыври тĕп политика событийĕн результатне прогнозлаççĕ.
Эрне пуçламăшĕнче "Левада-Центр" çĕршыв- ра ирттернĕ тĕпчев результатне пичетленĕ. Раççейре пурăнакан 1600 çын политикăри хăйсен шухăшне каланă. Унчченхи пекех, чылайăшĕ "Единая Россия" партие шанать. Ыйтса пĕлнисенчен 50 проценчĕ вĕсемшĕн сасăлама хатĕр. Ун хыççăн 15, 14, 9 процент пуçтарса КПРФ, ЛДПР тата Справедливая Россия.
Чăваш Енти тĕп политика вăйне хакласси кăштах урăхларах. Августăн 20-30-мĕшĕсенче социологсен "Социс" никама пăхăнман организацийĕ Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн суйлавне халалласа социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Тĕпчевре 7700 çын хутшăннă. Респондентсене пурне те пĕр пек ыйту панă: "Енчен те Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн суйлавĕ паян иртсен эсир мĕнле партишĕн сасăланă пулăттăр?"
Ыйтса пĕлнисенчен 55 проценчĕ "Единая Россияшăн", иккĕмĕш вырăнта "Справедливая Россия", малалла коммунистсем тата ЛДПР. Ыйтнисенчен 16 проценчĕ хăйсен шухăшне уççăн калайман.
_ "Единая Россия" лидер пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук,_ тет Чăваш Республикинчи социологсен "СОЦИС" обществăлла организацин директорĕ Дмитрий Борцов. Чăн малтанах çакă Владимир Путинăн пысăк авторитечĕпе çыхăннă, унсăр пуçне парти стабильлĕхпе, çĕршыв пурнăçĕнчи ырă улшăнусем тунипе палăрса тăрать.
Специалистсем палăртнă тăрăх, ыйтса пĕлнин кăтартăвĕсем тĕрĕс тесе шутлама юрамасть. Дмитрий Борцов сăмахĕпе суйлав кампанийĕ активлă фазăра, цифрăсем улшăнма та пултараççĕ, анчах лидерăн _ "Единая Россиян" _ позицийĕ улшăнмасăрах юлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)