09 сентября 2016 г.
Çыннăн пурнăçĕнче паллă самантсем чылай _ юбилейсем, туй, ача çурални... Пурне асăнса пĕтерме те çук. Кашнийĕ çак паллă мероприятисене асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Тĕрĕссипе каласан, халь ачасен çуралнă кунĕсене те клоунсем, тамадасем чĕнетпĕр. Ỹссе çитĕн-сен пепкемĕрсен мĕн аса илмелли пултăр тетпĕр. Кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ хăш мероприятине мĕнле палăртасси, çавăнпа та никама та нимĕн те калаймастăн. Анчах этем ĕмĕрĕнчи хăш-пĕр пулăма ялти культура çурчĕсенче те йĕркелесен аван пулмалла пек туйăнать. Тĕслĕхрен, салтака ăсатнине. Конституци тивĕçне пурнăçлама ят тухнă каччăн ашшĕпе-амăшĕ килĕнче сĕтел хатĕрлесе тăванĕсене, юлташĕ- сене пухасси йăлана кĕнĕ. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕнче сумласан та лайăх, мĕншĕн тесен вĕсем _ çĕршыв хỹтĕлевçисем, пирĕн тăнăç пурнăçшăн тăрăшакансем. Паллах, паян _ пĕрне, ыран теприне чĕнсе саламлаймастăн, çавăнпа та призыва лекнисене пурне те пĕрле пухма май пур. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче çапла тăваççĕ те. Çак енчен уйрăмах Çĕньялсем хастар. Кăçал çуркунне те кунта Турхан, Çĕньял ял тăрăхĕсенчи яшсене сĕт çулĕ-пе кайса çу çулĕпе таврăнма сунма культура çуртне ял тăрăх пуçлăхĕсем, тăванĕсем, ĕнерхи салтаксем пухăннă. Юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Районти çамрăксен канашĕсем те мероприятие хутшăнса уяв сĕмĕ кĕртнĕ.
Паян каччăсем çарта. Хăйсене культура çуртĕнче çапла хисеплени вĕсен асĕнче тăрса юлнах. Ашшĕ-амăшĕн чĕринче те ачисемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралнă ĕнтĕ. Ахальтен-им ывăл ача çут тĕнчене килсен ваттисем "Салтака кайма юрăхлă пултăр", тесе пехиллеççĕ. Çак каç ытти арçын ачасен чĕрисенче те пат- риотлăх туйăмне вăратма пулăшнине, тетĕшĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшнине шансах тăрас килет. Салтакра пулнă çынсене ĕмĕрех хисепленĕ. Пăркаланмасăр, тỹрĕ кăмăлпа çар ретне тăракансене ялсенче та сумлассине йăлана кĕртсен питĕ аван пулĕччĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)