АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра _ Раççей сывлăх сыхлавĕн

09 сентября 2016 г.

Министрĕ Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова килсе çитнĕ. Чă- ваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле вĕсем хулари 1-мĕш больницăн пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн 2-мĕш уйрăмне тата хулари ача-пăча 3-мĕш больницин поликлиникине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Çак икĕ объект пĕр çуртра вырнаçни Алькеш микрорайонта пурăнакансемшĕн питĕ меллĕ. Палăртса хăваратпăр: 2015 çулта хулари стоматологи поликлиники уçăлнă пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрне Вероника Скворцовăна региона тăтăшах пулăшу кỹнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, пурне те çак паллă пулăмпа саламланă, республикăри влаç тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси _ тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă. "Микрорайонта пурăнакансем пирĕн пата тăтăшах тĕрлĕ сĕнỹсемпе тухрĕç. Поликлиника уçма май пулмĕ-ши тесе ыйту хускатрĕç. Эпир çак çурта туянса, ăна тĕпрен юсарăмăр. Халĕ кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăç таппипе тỹр килекен пысăк медицина технологи хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, ачасем, аслисем те туххăмрах медицина пулăшăвне илме пултараççĕ", _ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова хăйĕн саламĕнче çак поликлиникăра пысăк тавракурăмлă ăста специалистсем ĕçлессине шанса каланă. Чăваш Республикин тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ пирки те чарăнса тăнă. Республикăри пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ _ Раççейре чи пĕчĕккисенчен пĕри тата ăна тĕнчери малта пыракан çĕршывсен кăтартăвĕсемпе танлаштарма та пулать. Çак кăтарту _ медицинăра тăрăшакансем хăйсен ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланине çирĕплетет. Юлашки виçĕ çулта республикăра халăх нумай çул пурăнни пурне те савăнтарать. Вăраха чире кайса аптракансен шучĕ те пĕчĕкленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çитĕнỹсем, паллах, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич асăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытнипе, сывлăх сыхла- вĕнчи кашни ыйту çине тимлĕх уйăрнипе пулса пыраççĕ. Эпир Чăваш Ен çирĕп аталанса пыракан регион пулнине пурте курса ĕнентĕмĕр. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе халăха тивĕçтерни те куçкĕретех. Çак палăртнă объектăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ кăна пулмалла мар, халăха валли профилактика ĕçĕсене те йĕркелемеллине асăннă РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова.

Нумай ача амăшĕ Наталия Тимакова Алькешре пурăнакансен ячĕпе Раççейри сывлăх сыхлавĕн министерствине, республика Правительствине чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. "Эсир пирĕн сĕнĕве шута илтĕр. Чăннипех те поликлиника хăтлă, таса, çутă, условисем çителĕклĕ", _ тесе палăртнă хăй шухăшне. Сумлă хăнасем ятарлă медицина пỹлĕмĕсене пăхса тухнă, условисемпе кăсăкланнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова регионта медицина епле аталанса пыни пирки каласа хăварнă, малашлăхри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Хулари 1-мĕш клиника больницин тĕп врачĕ Наиля Зинетуллина çĕнĕ информаци технологийĕсемпе хăнасене паллаштарнă. Хулари ача-пăчасен 3-мĕш больницин тĕп врачĕ Михаил Михайлов асăннă учрежденире пĕтĕмпе çемье врачĕ _ 8, педиатри врачĕсем 6-ăн ĕçленине пĕлтернĕ. Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕсем пирки каласа хăварнă. "Сирĕн Чăваш Енре пурăнакансене илĕртỹллĕ, шап-шурă шăлсем кăтартса çỹреттессишĕн тăрăшмалла", _ тенĕ Владимир Викторова сумлă хăна. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова медицина учрежденийĕсене пысăка хурса хакланă, условисем тĕлĕнмелле ла- йăх пулнине палăртнă.

(ЧР официаллă влаç порталĕнчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика