09 сентября 2016 г.
Юлашки çулсенче кĕсъе телефонĕн çăмăллă- хĕпе усă курса çынсене чике тăршшĕ лартакансем йышлансах пыраççĕ темелле. Ĕлĕк çынсем пĕр цыгана кăна шанмастчĕç. Вĕсем куçран пăхса улталани е тата чиперккесен хăлха ункине кăларса илни сахал мар пулнă ĕнтĕ. Халĕ вара "куç пăвакансем" _ мошенниксем. Çак кунсенче акă, район çыннисене вĕсен мăшкăлĕ пулса йăнăш ан туччăр тесе асăрхаттарас тĕллевпе, республикăри шалти ĕçсен министерствинчен хыпар çитрĕ. Нумай пулмасть тĕп хуламăрта пурăнакан 27 çулхи çамрăк хĕрарăмăн телефонĕ çине "ырă хыпар" çитнĕ: вăл реклама акцийĕн че çĕнтерсе "Мазда 3" çăмăл автомашина выляса илнĕ-мĕн! Мĕнле "телей"! Енчен те хуçа 510 пин тенкĕ компенсацине çеç илес тесен, чиперккен суммăн пĕр процентне (комиссие шута илсе) 5250 тенкине, куçарса памалла... Хыпăнса ỹкнĕ хĕрарăм çак информаци вĕçне-хĕрне тухмасăрах тытнă та вĕсен счечĕ çине кĕмĕлне куçарса панă. Килне çитсен хăйĕн савăнăçне çирĕплетес тесе акци пирки çынсен шухăшне вулать те... тỹрех хăйĕн йăнăшне ăнланса илет. Анчах та шел, каярах юлса...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)