09 сентября 2016 г.
Илемлĕ те ăшă çу кунĕсем хыçа юлчĕç темелле. Алăк урати леш енче шартлама хĕл кунĕсем умĕнхи хура кĕркунне. Кĕçех организаци-учреждени, предприяти мăрйисенчен пĕрремĕш тĕтĕм кăларма пуçлĕç. Унччен вăхăчĕ нумай та юлмарĕ темелле. Çавăнпа та халĕ котельнăйсене, газпа хутăнакан кăмакасене шанчăклă пăхса, тирпейлесе ямалли, ятарлă операторсене хатĕрлемелли хĕрỹ вăхăт. Çунана çуллах хатĕрленĕ евĕр, хĕл ăшă пултăр тесен хĕвел хĕртнĕ вăхăтрах çак ыйтупа ĕçлемелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)