АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕксем хыççăнах Патăрьелсем!

13 сентября 2016 г.

ИРТНĔ шăматкун Шупашкар кỹлмекĕн хĕрринче йĕркеленĕ прессăн спорт фестивалĕ хăйне евĕр пысăк уяв пекех кĕрлерĕ. Республикăра "Советская Чувашия" хаçат ячĕпе старта калем ăстисемпе тата ыттисемпе юнашарах пирĕн районтан виçĕ шкул (Первомайскисем, Ишлĕсем тата Çĕньялсем) командăсем тăратнă. Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаева асра тытса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнчен Первомайскисем çĕнтерỹпе таврăннă, Элĕкри пултаруллă спортсменсем хыççăн финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Аллă команда хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çăмăл атлетсем хăйсен маçтăрлăхне кăтарма пултарни чăн малтанах вĕсен тренерĕн Лев Никитинăн тăрăшулăхĕнчен нумай килнине палăртмалла. Унсăр пуçне вĕсене вĕрентекен физкультура учителĕсем _ Валерий Никитинпа Владимир Матюшкин _ сахал мар тар тăкни те куç умĕнче. Мĕншĕн тесен, Первомайскисем 2008 çултанпах (ун чухне шăпах призлă вырăн йышăннă) çак ăмăртура тепĕр хутчен пьедестал çине хăпарма ĕмĕтленнĕ. Хальхинче вара вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ.

VIP-чупура район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Д. Краснов финиша иккĕмĕш кĕчĕ, команда вара улттăмĕш тухрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика