АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нушасăр кулач çиеймĕн, права та илеймĕн…

13 сентября 2016 г.

ЮЛАШКИ çулсенче çăмăл автомашинăпа çỹ-реме вĕренекенсем хушшинче арçын ачасене мар, ытларах хĕрачасене курма пулать. "Штурвал" умне чиперккесемпе ача амăшĕсем ларнине хăнăхса та пыратпăр темелле. Кучухне вĕсем тĕрлĕ йышши техникăпа арçынсенчен кая мар чуптарса çỹреççĕ. Малашне те çаплах пулайĕ-ши?.. Районти полици уйрăмĕнчи ГИБДДăн РЭО начальникĕ Анатолий Кошкин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен водитель пулас, удостоверени илес текенсемшĕн çĕнĕ административлă регламент вăя кĕнĕ. Водительсем калашле, экзаменсем ку таранччен те çăмăл пулман-ха. Малашне вара нушасăр кулач çиеймен пекех, çул-йĕр правилисене, çĕнĕлĕхсене тăрăшса вĕренмесĕр, хатĕрленмесĕр водитель правине тăруках алла илеймĕн. Теори пайĕнчи ăнăçу йăлтах палăртнă минутра ыйтусене мĕнле хуравланинчен килет. Вăл çеç те мар иккен, практика пайĕнче транспортпа çỹренĕ чухне техникăпа тĕрлĕрен маневрсене тума пĕлни те пысăк шутра. Ку тĕлĕшпе те чылай хушма çĕнĕ упражненисем кĕртнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика