АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветслужба ертỹçисем çавра сĕтел тавра

13 сентября 2016 г.

Района августăн 9-мĕшĕнче республикăри Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С. Скворцов тата Тутар Республикин Министрсен Кабинечĕн Тĕп ветеринари управленийĕн начальникĕ А. Хисамутдинов килнĕ.

Вĕсемпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тĕл пулнă, выльăх-чĕр- лĕхĕн инфекци тата ытти чирĕсем сарăласран сыхланасси, ветеринари тивĕçтерĕвĕсем пирки тата ытти ыйтусене те хускатнă. Ун хыççăн Шăнкăртамри культура çуртĕнче выльăхсене пусса тирпейлекен цех хуçисемпе, хĕле валли апат хатĕрлекенсемпе, аш-какайпа ĕçлекенсемпе, предпринимательсемпе, фермер хуçалăх ертỹçисемпе курнăçнă. Канашлăва район фадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов уçнă. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономика, ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе кĕскен паллаштарнă.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов станци ĕç-хĕлĕ, ветеринарипе санитари лабораторийĕн экспертизисем, аш-какая тĕрĕслемелли правилăсем пирки чарăнса тăнă. Сăмах май, Патăрьел тăрăхĕнче выльăха пусса тирпейлемелли 6 цех пур, çывăх вăхăтра тата иккĕ хутшăнмалла. Кашнин çумне ветеринари специалистне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Петр Ильич пыршă-пакартăна тата ытти каяша ятарлă икĕ пункт йышăннине, кайран вĕсене Тутар Республикинчи Елабуга хулине утилизацилеме ăсатнине пĕлтернĕ.

Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С. Скворцов кĕскен служба пурнăçĕ тата унăн тĕллевĕсем çинчен каласа панă. Пĕрле килĕштерсе вăй хума тата сарăлакан чир-чĕ- ре хирĕç яланах пĕр çын пек пулса кĕрешме суннă.

Мероприятине хутшăнакансем хăйсене интереслентеркен ыйтусем çине хуравсем илнĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика