АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районтан _ тăватă министр

13 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ пулма Юрий Николаевич Исаева çирĕплетни çинчен Указ кăларчĕ.

Ку _ Патăрьелсемшĕн питĕ кăмăллă хыпар. Мĕншĕн тесен, вăл пирĕн ентеш, 1969 çулта Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул хĕсметре тăнă. Унтан Чă-ваш патшалăх университе- тĕнче филологи факультетĕнче чăваш чĕлхипе литература специальноçне илнĕ. Çакăнтах юриспруденципе тепĕр аслă пĕлỹ пухнă. Кĕçех ăна асăннă университетра студентсен профсоюз организацийĕн председательне суйласа лартнă. Ку ĕçре вăл 11 çул вăй хунă. Малалла Ю. Н.Исаев _ патшалăх ĕçĕнче: Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ЧР Президент Администрацийĕн ертỹçин çумĕ, вăлах Ĕçсен аппарачĕн ертỹçи. Юлашки ултă çул республикăри гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕнче ĕçлерĕ. Пирĕн ентеш _ филологи наукисен докторĕ, 80 ытла чĕлхе, культура тата социологи ыйтăвĕсемпе çырнă наука, вĕрентỹпе методика ĕçĕсен, çав шутра 5 монографин, авторĕ. Пĕлтĕр ăна гуманитари наукисен енĕпе Чăваш Республикин патшалăх премине панă. Вăлах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хальхи созыври депутатчĕ те.

Сăмах май, пирĕн район хастарĕсем паян министр пуканĕсене тăваттăн йышăнаççĕ. Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин _ Шăхачран. Пăлапуç Нурăс хастарĕ Сергей Артамонов _ Ялхуçалăх министрĕ. Министрсенчен çулĕпе те, стажĕпе те чи асли _ Треньел хĕрĕ Светлана Енилина. Вăл республикăн финанс министрĕнче чылайранпа тăрăшать. Кунсăр пуçне В.Аврелькинпа пĕрле Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем шутланаççĕ. Виçĕ çул каялла та пĕр тапхăр министăрлăхсене тăватă Патăрьел чăвашĕ ертсе пыратчĕ. Эпир хамăрăн пултаруллă ентешсене çирĕп сывлăх, пысăк ỹсĕмсем сунатпăр.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика