13 сентября 2016 г.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн рейтингĕ пĕтĕм рекордсенчен ирттерет. Çавăнпах-тăр, мĕнпур политика партийĕсем популярлă лидер çумне çыпăçма пăхаççĕ. "МК" хăш политика партийĕсем ăна чăннипех пулăшнине тĕпчеме шут тытрĕ.
Кун пирки Путинран хăйĕнчен ыйтасси _ ансат мел. Анчах вăл хуравне тахçанах панă_халăх умĕнче те, темиçе хутчен те. Хăйĕн тĕревĕ тесе вăл "Единая Россия" парти тесе шутлать. Апла пулин те хăш-пĕр партисем хăйсене мĕн май пур таран халсăр тенипе пĕрлех эпир тĕрев тесе палăртаççĕ. Сăмахпа, паллах. Ĕçĕпе вара пачах урăхла.
ЛДПР пирки ыйтусем пит сахал. Унăн лидерĕ темле парадокслă идейăсем парсан та тĕп политика çулĕнчен пăрăнса каймасть. Пурнăçламалли мелĕсем кăна унăн радикалллă. Пĕтĕмĕшле илсен, парти Путина пулăшмасан та сиен тумасть, темелле.
КПРФ яланах хăйне пĕртен-пĕр оппозици партийĕ пек кăтартма тăрăшать. Анчах татах Путина тỹррĕн хирĕç каласа курман. Патшалăх Думин лару залĕнчен КПРФ депутачĕсем протест туса пурĕ те пĕрре кăна тухса кайса курнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара ăна цивилизаци тапхăрĕнчи парти теме те юрать _ халăха баррикадăсем тума чĕнмест.
"Справедливая Россияпа" вара самай кăсăклăрах. Партине никĕсленĕренпех вăл "Эпир Путиншăн, анчах "Единая партияна" хирĕç" тесе палăртаççĕ. Ăна Путин туса хунине тата ертсе пынине пĕлсе тăрсах. Çакăн пек икĕпитленнине малтанласа нумайăшĕ политика шизофренийĕ тесе те палăртнăччĕ. Каярахпа кăштах лăпланчĕç. Çапла вара "СР" Путиншăн иккен. Çаплах-ши çакă?
Сăмахпа кăна-и-ха? Справедливороссем сулахай фланга тăрса КПРФпа тĕркĕше-тĕркĕше хыттăнах "Единая Россияна" вăрçаççĕ. Пĕрлех хăйсене Путин пулăшаканĕсем пек кăтартма тăрăшаççĕ.
Тĕрĕссипе вара? Кунта сăмахпа каланинчен кăткăсрах пулса тухнă. Политикăри икĕпитлĕх ниçта та çухалман: суйлавçăсем ан сивĕнччĕр тесе вĕсен хăйсене оппозицире те кăтартмалла, Путин юлташĕсем шутне те кĕртмелле. Эсерсем Патшалăх Думин ларусен залĕнчен час-час кĕрсе-тухса çỹренине хăнăхнă "справедливороссем" хĕрсе кайнă. Владимир Путин шăпах "шурăлентăллисемпе" çирĕп хирĕç тăнă вăхăтра ларăва шурă лентăпа пырса кĕме камăн ăсĕ çитнине калама та йывăр. Ĕçне вара тунă _ "Справедливая Россия" "майдан" евĕрлĕ протестниксемпе _ Путинăн тăшманĕсемпе пĕрлешме пуçланă. Сиссе ĕлкĕрсен çеç вара кая юлнă. Партинчен паллă оппозиционерсене _ Геннадийпе Дмитрий Гудковсене, Илья Пономарева, Людмила Нарусована, каярахпа Оксана Дмитриевана _ партинчен кăларнă.
Вара мĕн? Оппозици эсерсенчен пăрăнса кайнă, Путинăн туслăхĕ пирки сăмах та çук. Çитменнине тата справедливороссем пĕр хутчен мар Президентшăн пĕлтерĕшлĕ законопроектсене хирĕç сасăланă. Халĕ "турă валли çурта, усал валли турчăка та çук". "Родина" парти "Справерливая Россия-ран" тулли йышĕпех тухрĕ. Тĕрĕссипе, тĕслĕх илме Мускава çити каймалла мар. Республикăри Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче нумай пулмасть бюджетри тỹрлетỹсене пăхса тухнă. Унта тăватă миллиард ытла укçана кирлĕ пек вырнаçтарасси пирки çирĕплетмелле пулнă. "Справедливая Россия" фракци сăпайлăн çеç сасăлассинчен тытăнса юлнă.
Хăшпĕр чухне экономика секторĕнче çак парти представителĕсем Сталин вăхăтĕнчи пек сăмахсăрах стена çумне тăратмалли ĕçсем тăваççĕ. Паян нумай пулмасть республика мăнаçлăхĕ шутланакан "Чăваш бройлерĕ" предприяти панкрута тухас умĕнхи лару-тăрура. Ăна шăпах çак шая "Справедливая Рсссия" партинчен суйланнă Патшалăх Думин депутачĕ çитернĕ. Сас-хура тăрăх çаврăнăшран 100 миллион тенкĕ кăларса пăрахнă. Çак укçапа суйлав кампанийĕнчи тĕрлĕ тĕслĕ пичет продукцийĕ çапăнмасть-и? Кун пирки компетенлă органсем ĕçлеççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, "Путинăн юлташĕсем" пирки халăх сăмахлăхĕпе калама пулать: "Тепĕр çавăн пек юлташ пулсан _ тăшман та кирлĕ мар!"
("МК в Чебоксарах" хаçатран).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)