АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Приоритетсене тĕрĕс палăртнă

13 сентября 2016 г.

 "Чăваш ен _ комфортпа пурăнмалли регион" документ вăл тĕрĕссипе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине çитес пилĕкçуллăхра аталантармалли план пулса тăрать. Ку программăна республикăра пурăнакан халăхпа тата çынсемпе нумай хутчен калаçнă хыççăн хатĕрленĕ. "Единая Россия" команди хуласемпе ялсене тухса çỹресе 15 пин ытла тĕлпулусем ирттернĕ. "Мĕнпурĕ 50 пин ытла çырупа чĕнỹ кĕчĕ. Республикăра пурăнакан çынсен наказĕсене, ыйтăвĕсене тата нушисене шута илсе парти программине хатĕр- ленĕ те" _ çапла палăртнă "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.

Асăннă Программăн тĕп çул-йĕрĕ вăл çулсене çĕнетсе улăштарасси, медицинăна аталантарасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕ- сем тăвасси. Кун пирки ытларах калаçаççĕ. Апла пулсан çак ыйтусем хĕрсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене татса парас пирки "Единая Россия" пысăк вăй хурĕ.

Единороссем çак программăна старт парасса кĕтмеççĕ те. Ĕçĕ кашни кунах пырать.

"Единая Россия" партин пысăк мăнаçлăхĕ _ вĕрентỹ сфери. Ача сачĕсем тумалли парти проекчĕ пурнăçланса пĕтнĕ-пĕт- менех _ çĕршывра чăн малтан _ республикăра тепĕр проектпа_ шкулсем тăвас тата модернизацилес енĕпе ĕçлеме пикенчĕç. Çитес çулсенчех Чăваш енте 32 çĕнĕ шкул туса лартĕç. Кун пек ырă тĕслĕхсем медицина аталанăвĕнче те палăрĕç. "Единая Россия" Шупашкарта Ленин проспектĕнче çĕнĕ поликлиника, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсен- че тата çĕнĕ 100 ФАП уçма палăртать.

Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, программа вĕçне пăнчă лартман. Ăна халăхсен кăмăлне шута илсе тата хушса пырĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика