АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти шкул вăл ял тытăмне йĕркелекен центр та

16 сентября 2016 г.

 

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш академи театрĕнче "Ял шкулĕн учителĕ _ Раççей аталанăвĕн векторĕнче" Пĕтĕм Раççейри ял вăрентекенĕсен 3-меш съезчĕ иртнĕ. Унан ĕçне хутш.нма Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог килнĕ. Кун пек анлă форум пуçласа 2013 çулта Мускавра, Патшалăх Думинче, пухăннă. Икĕ çул каялла делегатсене Тамбов облаçĕ йышăннă. Черетлĕ съезда пирĕн республик.ра ирттерме шут тытни пĕрре те ăнсăртран мар _ юлашки çулсенче Чăваш Енре вĕрентỹ тытăмне аталантарас енĕпе курăмлă улшăнусем чылай тунă. Съезд ларăвĕсене Раççей Патшалăх Думин Вĕрентỹ комитеч.н председателĕн заместителĕ Алена Аршинова ертсе пынă. Сумлă хăнасем хушшинче _ Раççей Вĕрентỹпе ăслăлăх министр. Ольга Васильева, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пулăшуçи Олег Машковцев, Ч.ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕрентỹ комитеч.н председателĕ Вячеслав Никонов тата ыттисем те.

Тĕп ыйту _ ял тăрăхĕсенче вĕрентỹ системине малалла аталантарса пырасси. Съезд делегачĕсене саламланă май, Раççей Вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева ялти шкул ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе ĕçленисĕр пуçне вăл ял тытăмне йĕркелесе тăракан центр пулса тăнине те палăртнă. Çавăнпа пĕлỹ çурчĕсене хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама мĕнпур условисем туса памалла. Ку вăл учительсен статусне ỹстересси те, ял учителĕсене хавхалантармалли ятарлă программăсем хатĕрлесси те, ресурс центрĕсем тăвасси те...

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енте вĕрентỹ инфраструктури куллен ỹсĕм çулĕпе утнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче кăна 9 çĕнĕ чаплă шкул хута янă. Кунта пирĕн райоти Шăнкăртамра , Сăкăтра тата Тутар Сăкăтĕнч туса лартнă икĕ хутлă пĕлỹ çурчĕсене те асăнмасăр хăварар мар. Республикăри муниципалит пĕрлĕхĕсен 70 процентĕнче икĕ çултан аслăрах мĕнпур ачана садиксемпе тивĕçтереççĕ. 2015 çул тĕлне тата 32 шкул çĕклесе лартма тата реконструкцилеме йышăннă. Ача сачĕсен шучĕ те ỹсĕ.

Съезд ĕçленĕ вăхăтра делегатсем пилĕк дискусси лапамĕсене пайланса ялсенче вĕрентỹ тытăмне лайăхлатас, ял тата хула шкулĕсенчи ачасем валли пĕлỹ илме пĕр пек майсем йĕркелес, ялта ĕçлекен вĕрентекенсене социаллă пулăшу парас, ял шкулĕсенче инçет вĕренĕве йĕркелес ыйтусене сỹтсе явнă.

"Чăваш ен опытне ытти регионсенче сармалла!",_ çапларах сĕнỹ панă Раççей Вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева съездра тата Шупашкар районĕнчи Янăшри вăтам шкулта пулнă хыççăн. Питĕ лайăх хак! Малалла та çаплах утасчĕ.

Сăмах май, ялти учительсен съездне пирĕн районтан пысăк делегаци _ 12 вĕрентекенпе вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисем _ хутшăннă.

Н. Ларионов

Хаклавсем

Е.Перепелкина, делегат, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ:

Съездра мана Раççей Вĕрентỹ министрĕ ялти шкулсен пуласлăхĕ пирки каланă сăмахсем питĕ килĕшрĕç. Паян нумайăшне пĕчĕк комплектлă шкулсем пăшăрхантараççĕ: юлĕç-и вĕсем ỹлĕмрен е хупса пĕтерĕç-и? Хумханмалла мар _ сыхласа хăвараççĕ. Яла килнĕ çамрăк учительсене малтанласа патшалăх енчен пысăк пулăшу уйăрни те питĕ вырăнлă.

П.Шашкин, делегат, Туçари вăтам шкул директорĕ:

Мана учительсен пысăк форумне пĕрремĕш хутшăнма тỹр килчĕ. Ялти шкулсем, унта вĕрентекенсем çине пысăк тимлĕх уйăрни питĕ савăнтарчĕ. Шкул пулсан, ял пурăнать. Çакна Шупашкарта кăна мар, Мускавра та ăнланни пысăк шанăç кỹрет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика