16 сентября 2016 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра чăнласах та кĕр мăнтăрĕпе тĕпсакайсем тулчĕç темелле. Сентресем çинче консервланă, маринадланă сĕткенсем, салатсем тата ытти те çителĕклех. Халĕ акă тата вĕсен çумне вăрман пуянлăхĕнчен, кăмпаран хатĕрленĕ çимĕçсем те сахал мар хушăнĕç. Çĕр мăкăртса тухакансем валли кăçал нỹр çителĕклĕ пулчĕ. Юлашки кунсенче лỹш- кентернĕ çумăр хыççăн вăрманта шурă кăмпасем те карти-картипе илĕртсе лараççĕ-мĕн. Кăмпа кинемейĕсем вĕсене хак хума та ĕлкĕрнĕ. Паян пĕр витре мăнтăр кăмпашăн (белый гриб) усламçăсем 800 тенкĕ ыйтаççĕ. Çемçерех кăмăллисем тавара йỹнеçтерсе те параççĕ иккен. Ара, пасар тени яланах çапла ĕнтĕ: пĕри хакне сĕнет, тепри урăхла ыйтать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)