16 сентября 2016 г.
Тутар Сăкăтĕнчи хĕвелçаврăнăш уйĕпе "АН-2" самолет васкамасăр кăна вĕçсе çаврăнчĕ те ятарласа хатĕрленĕ юнашар хире анса ларчĕ. 1970-1990 çулсенче, маларах та, колхозсем гербицид сапма е пĕр-пĕр культурăна десикаци тума, халăхри пек каласан, "кукурузника" чĕнсе илетчĕç. Хуçалăхсенче вĕсене валли аэродромсем те пурччĕ. Юлашки çулсенче вара тимĕр çунатлă "кайăксене" районти ял хуçалăх предприятийĕсенче курман тесен те йăнăш мар.
_ Кăçал çуркунне районти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе Хусанти ỹсен-тăран çăвĕ хатĕрлекен заводра пулнăччĕ. Кайран эпир заводпа килĕшỹ туса хĕвелçаврăнăш вăрлăхне 800 гектар акса хăвартăмăр. Вĕсен программине пăхăнса ĕçлетпĕр. Тухăçа кĕске вăхăтра пухса кĕртес тесе десикаци тума сĕнчĕç, хăйсемех самолетпа тивĕçтерчĕç. Ĕçе пĕр пилот, икĕ техник тата борт-инженер пурнăçларĕç, _ терĕ Ш. Куликов фермер.
Культурăна искусствăлла майпа типĕтес тесе хуçалăхра "регулят-супер" препарат сапнă. Çакăн хыççăн ỹсен-тăрана 10-12 кунтан вырма тухма май пур.
Десикацине хуçалăхра икĕ кунта вĕçленĕ. Кунта ĕç пĕтернĕ хыççăн "АН-2" самолет команди Шăнкăртамри "Дуслык" ял хуçалăх производство кооперативĕн (вăл та Хусансемпе килĕшỹ тунă) 120 гектарта çитĕннĕ хĕвелçаврăнăш уйне сапнă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)