АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле кĕтсе илме хатĕр

16 сентября 2016 г.

Хĕвеллĕ те шăрăх çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Кĕркунне хăй çитнине пĕрремĕш кунах систерчĕ _ çанталăк сивĕтрĕ, куллен тенĕ пекех çумăр çăвать. Урамра сентябрь уйăхĕ çеç пулнине пăхмасăрах уйрăм çынсем килĕсенче газ кăмакисене хутса та ячĕç. Анчах ĕç вырăнĕсенче вара саккунпа килĕшỹллĕн октябрĕн 15-мĕшĕнчен кăна ăшă яма юрать.

Ача сачĕсенче, шкулсенче урамра пилĕк кун 8 градус ăшă тăнă хыççăн "кăвак çулăма" чĕртеççĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлỹ çурчĕсен 96 проценчĕ хĕле хатĕрленсе çитнĕ. Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен шкулăн котельнăйне модернизацилеççĕ. Ĕçе çак эрнере вĕçлемелле. Ача сачĕсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденинийĕсене те сивĕ кунсем хăратмаççĕ. Вĕсем çу каçа ăшăтакан ха- тĕрсене тирпейленĕ, юсанă.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика