16 сентября 2016 г.
Ĕнер, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, районта Пĕрлĕхлĕ инфомаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем: 2017 çулта пенсие индексацилесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли куна пысăк ăнланулăхпа, хастарлăхпа ирттерсе ярасси.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăнти халăхпа куçа-куçăн курнăçса калаçас тĕллевпе тĕп хуламăртан çитнĕ ятарлă ушкăн малтанах район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа районăн экономика аталанăвĕпе, халăх ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ. Ун хыççăн район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева Хирти Пикшикри, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче пулса кун йĕркине лартнă ыйтусемпе пĕрлех педагогсене, ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусемпе куçа-куçăн калаçрĕç, Каншелĕнчи Культура çуртĕнче Первомайски ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулчĕç.
Информаци кунĕн тепĕр ушкăнĕ _ район администраци пуçлăхĕн çумĕ Марат Айзатуллов, Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ В. Ме- фодьев, "ОВИТ" тулли мар яваплă общество директорĕ Вениамин Остроумов Тикешри Культура çуртĕнче ял çыннисемпе, уйрăм хастарсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Тĕпрен илсен, тивĕçлĕ канăва кайнисене пенси укçине индексацилени, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн патшалăх паракан пулăшусем пирки калаçу пычĕ. Хĕле хатĕрленсе кивĕ счетчиксене çĕннисемпе улăштарасси, кăмака мăрьисене хăрăмран тасатасси чи пĕлте- рĕшлĕ ыйтусенчен пĕрисем пулнине палăртрĕç тухса калаçакансем. Инкекрен асăрханас тесен хăрушсăрлăха пăхăнмаллах. Çавăн пекех калаçура килти хуçалăхсенче туса илнĕ пахча-çимĕçе, аш-какая тата ыттисене ăçта тата мĕнле майпа вырнаçатарасси паян ял çыннишĕн тĕп ыйту пулни палăрчĕ.
Информаци кунне хутшăннă ытти ушкăнсем те тĕл пулусенче халăхпа кун йĕркинчи темăсемсĕр пуçне ытти ыйтусемпе те уçăлса калаçрĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)