АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнаç хаклаве, пурлах страхлаве тата ытти тавра

16 сентября 2016 г.

Çак кунсенче районта Росгосстрахăн республикăри филиалĕн директорĕ А. Г. Пирожков пулнă.

Алексей Геннадьевич малтанах район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа курнăçса калаçнă, страхлакан компанипе район влаçĕ пĕр шухăшлă пулса халăх ырлăхĕшĕн пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă, страхлакан агентсен малашнехи ĕçĕсем, вăл шутра ял хуçалăхĕ- пе строительствăра страхлав ĕçĕсене пурнăçлас ыйтăва та çивĕчлетнĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте те хутшăннă. Протоиерей хăйĕн калаçăвĕнче республикăри Росгосстрах филиалĕн директорĕпе Патăрьелĕнчи Державнăй Турă Амăшĕ ячĕпе хисеп- ленекен чиркĕве тулли хăватпа ĕçлесе кайма пулăшу кирлине хускатнă. Алексей Геннадьевич православи тĕнне тытса пыракан халăхшăн пурнăçлакан сăваплă ĕçе кăмăлтан хутшăнассине, çак тĕллевпе укçа-тенкĕпе пулăшассине шантарсах каланă.

Ведомство ертỹçи ĕçлĕ тĕл пулупа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă май, компанин Патăрьелĕнчи филиалĕн коллективĕпе тĕл пулса тĕрлĕрен страхлав ĕçĕ мĕнле йĕркеленсе пынипе те паллашнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика