20 сентября 2016 г.
АВĂНĂН 18-мĕшĕ _ Раççей Патшалăх Думин, Чă-ваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата вырăнти самоуправлени органĕн хушма тата иккĕмĕш хут ирттерекен суйлавĕ хыçа юлчĕ. Унпа пĕрлех хĕрỹ агитаци тапхăрĕнче хăш-пĕр партисемпе юхăмсен, уйрăм çынсен тулса тăкăнакан виçесĕр эмоцийĕ те хыçрах. Саккунпа килĕшỹллĕн кандидатсемшĕн тирпейлĕн агитациленине, ятарласа йышăннă вырăнсенче агитматериалсем вырнаçтарнине ăнланмалла-ха. Вăл нимĕнле йĕркене те хирĕçлемест. Редакцие çитернĕ хыпар тăрăх, суйлав умĕнхи шăматкун, "шăплăх каçĕнче" ("день тишины" текен каçра) пĕр ялта унтан та кунтан тупăннă хастар "агитаторсем" кандидатсен ят-сумне варалас тĕлĕшпе кашни çутă юпи, урамри пусă, карта таврашĕсене "саламлă çырусем" çакса тултарнă-мĕн. Суйлав йĕркине хирĕç каякансем хăйсене чи-чи ăслисем, хастаррисем тесе шутланă-ши?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)