АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Иккĕмĕш çăкăр" хирĕнчен

20 сентября 2016 г.

Ял хуçалăх предприятийĕ- семпе фермер хуçалăхĕсем пĕрле кăçал 1445 гектар çĕр улми лартнă, унтан 450-не кăларнă. Тухăç районĕпе вăтамран 180 центнерпа танлашать.

Ĕçе уйрăмах "Батыревский", "Исток", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче аван йĕркеленĕ. "Исток" агрофирмăра "иккĕмĕш çăкăр" 200 гектар йышăнать. Лаптăк ра- йонта пысăккисенчен пĕри. Ĕнерхи кун тĕлне 50 гектар ытларах пухса кĕртнĕ. В. Лампасов, А. Лепешкин, С. Симаков механизаторсем ятарлă агрегатпа кăларнă хыççăн ана шап-шурă выртса юлать. Тымар çимĕç шăпах ỹсмелли вăхăтра çу типĕ те шăрăх тăчĕ пулсан та тухăç савăнтарать _ 220 центнер тухать. Çакă вăрлăхсене çĕнетсех тăнипе те çыхăннă. Кăçал та çуркунне Мускав обла- çĕнчи вăрлăхсемпе ĕçлекен пĕр хуçалăхран илсе килнĕ. Анчах ĕçе кал-кал пыма куллен тенĕ пекех çумăр çуни чăрмантарать. Çанталăк кăшт уяртсанах техника хире тухать. (Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика