АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа

20 сентября 2016 г.

Хальхи вăхăтра патшалăх ял хуçалăхне те, çамрăк çемьесене те пулăшма тăрăшать. Апла пулсан этемĕн те çакна хаклама пĕлмелле.

Эпир пурте, пуçлăхсенчен пуçласах, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшсан пурнăç шайĕ тата лайăхрах пулмалла. Ăçта çын ĕçне вырăна хураççĕ, кирлĕ пек хавхалантараççĕ, вăй хумалли вырăнсене паянхи кун ыйтнă пек йĕркелеççĕ _ унта çитĕнỹ. Çамрăксем аслă шкулсенчен, техникумсемпе училищĕсенчен вĕренсе тухсан тăван тăрăха каялла таврăнасшăн мар. Шалу пĕчĕкки, ĕç вырăнĕ çукки чи малтанах шухăшлаттарать вĕсене. Унтан яш-кĕрĕмĕн ялта пушă вăхăтне мĕн туса ирттермелле-ха?

Ял тăрăх ертỹçисен культура çурчĕсене ĕçлеттермелле, хĕрсемпе каччăсен пĕрле пухăнса савăнас килни пирки манмалла мар. Кичем çĕрте камăн пурăнас килтĕр? Çавăнпа та эпĕ ял чĕрĕлесси, çĕкленесси власть органĕсенчен, вĕсем халăхшăн тăрăшнинчен нумай килнине палăртса хăварасшăн. Ял тăрăх пуçлăхĕсен кашни пĕчĕк ыйтăва татса пама çỹлтен кăтарту парасса кĕтсе лармалла мар, пуçарулăх кăтартмалла. Ĕç кунне граждансен пухăвĕнче каланă çитмен- лĕхсене пĕтерессинчен тытăнмалла.

Çамрăк пуçлăхсен ĕçлес тесен аслашшĕсем, ашшĕсем туса хă- варнипе кăна лăпланса лармалла мар. Паянхи пурнăç таппипе пĕр тан утса пыма, çĕнĕлĕхсене кĕртме тăрăшмалла. Эсĕ ĕçленине граждансем сисчĕр, курччăр.

"Авангард" хаçатра "Кỹршĕсенчен кая юлас марччĕ" статьяна вуласа тухнă хыççăн кăшт вăхăт иртсен пĕр ял тăрăх пуçлăхне куртăм. Унпа материалти ĕç-хĕл пирки сăмах хускатрăм. Вăл ăна вăхăчĕ çуккипе вуламан та иккен. Район хаçатне çырăнмалла та, тишкермелле те, вăл сире _ ертỹçĕсене _ пурнăçпа тан утма, малашлăх пирки шухăшлама вĕрентет.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика