20 сентября 2016 г.
"Ĕçкĕ ĕçекен çуртне пĕтернĕ" (Ваттисен сăмахĕ).
ÇЫВĂРМА выртсан та чылайччен калаçрĕç аппăшĕпе шăллĕ.
Амăшĕ 2-3 кунлăха, хăш чухне эрнелĕхе çухалсан çавăн пек нумайччен пуплеççĕ. Иртнисене аса илеççĕ, малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ.
Леня пĕрремĕш класс кăна пĕтернĕ, апла пулин те пысăк çын пекех шухăшлать. Пурнăçĕ çапла ир ăна аслăлатрĕ пуль. Алена хăй те улттăмĕш класран кăна вĕренсе тухнă, хури-шурине вара аванах курнă. Тепри ĕмĕр тăршшĕпе те ун чухлĕ нушаланмасть. Телейлĕ ачалăх мĕнле иккенне иккĕшĕ те пĕлмеççĕ. Ашшĕпе, асламăшĕпе юнашар пурăннă чухне çеç çемье ăшшине Алена туйса курнă, Леня вара ăна пĕчĕккĕ пулнипе пачах та астумасть. Аппăшĕ ăна çавăнпа тата ытларах шеллет. Амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхме тытăниччен чăнах та лайăх пурăнатчĕç. Ашшĕпе амăшĕ питĕ хит-ре мăшăрччĕ. Леня çураличчен виççĕшĕ ăçта кăна çитмен-ши? Çулла çулленех канмалла Шупашкара каятчĕç. Аленăна унта тĕрлĕ карусельпе ярăнтаратчĕç. Пĕрле ларса мороженăй çиетчĕç, Атăл хĕррипе уçăлса çỹретчĕç. Ялта чухне те канмалли кунсенче кỹлĕ хĕррине кайса ларатчĕç. Шăллĕ çуралсан тата Алена мĕнле хĕпĕртенĕччĕ! Ашшĕпе иккĕшĕ пĕчĕкскере пĕрремĕш хут асăрханса тытнине, вăл вара мăшлатса кăна çывăрнине халĕ те лайăх ас тăвать. Леня кăштах ỹссен амăшĕ уйрăм çын патне лавккана ĕçе вырнаçрĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те вĕсен пурнăçĕ арпашма. Малтанласа пурте йĕркеллĕччĕ, каярахпа амăшĕ кăштах ĕçкелеме тытăнчĕ. Ашшĕ киличчен çывăрса урăлатчĕ те ним пулман пекех çỹретчĕ. Урă кунĕсем сайраланма пуçласан ашшĕ лайăхпа калаçса та, вăрçса та пăхрĕ, тепринче вара чăтайманнипе хĕнерĕ, анчах та ăса кĕмерĕ амăшĕ. Пĕринче, упăшки çуккипе усă курса, япалисене илкелерĕ те ачисене çавăтса хăйĕн килне тухса кайрĕ. Алена кукамăшĕ патне хăнана кăна каяççĕ пуль тесеччĕ, çавăнпа савăннăччĕ те. Ашшĕ вĕсене илме килсен те амăшĕ таврăнмарĕ, ачисене те парса ямарĕ. Каярахпа судпах уйрăлчĕç. Аленăн та, Леньăн та чунĕ килне туртатчĕ, анчах вĕсене амăшĕпех хăварчĕç.
Кукамăшĕ пур чухне ачасен пурнăçĕ аптăрамастчĕ-ха, анчах унăн чĕри те хĕрĕ эрехпе иртĕх- нине, арçынсемпе çыхланса кайнине чăтайманран вăхăтсăр тапма чарăнчĕ. Ват çын ытла та хавшак пулнă ĕнтĕ. Кун хыççăн килĕнче кашни кун ĕçкĕ-çикĕ, юрă-ташă, харкашупа çапăçу пуçланчĕ. Шкула каякан Алена мĕн тăхăнни, мĕнле вĕренни пирки те амăшĕ интересленмерĕ. Шăллĕн те çине тăхăнма пĕр ырă япала та çук: е пĕчĕкленнĕ, е çĕтĕлнĕ. Алимент укçи эрех-сăра валли çеç пулчĕ. Çапла çулталăк, иккĕ пурăнчĕç. Ашшĕ кăна килсен укçа парса хăваратчĕ, тумтир туянатчĕç. Ачисем çывăх çыннипе амăшĕнчен вăрттăн тĕл пулатчĕç. Пĕлсен вара çуртра аçа-çиçĕм пуçланатчĕ, тем те пĕр каласа кăшкăрса вăрçатчĕ, хĕнетчĕ. Алена чăтăмлăхĕ пĕтнипе ашшĕ патне вăрттăн тухса тарчĕ. Шăллĕне те илесшĕнччĕ, иккĕшне инçе çула тухма йывăртарах пуласран хăрарĕ. Автобуспа кайма укçи те сахалтарахчĕ.
Эрне хăналанчĕ хĕр пĕрчи ашшĕ патĕнче. Ирхине вăл тăнă çĕре асламăшĕ мĕн те пулин тутли пĕçеретчĕ, унтан пырса ачашшăн вăрататчĕ. Ашшĕ ăна Шупашкара та илсе кайса килчĕ, карусельсемпе ярăнтарчĕ. Аппăшĕсем вара шăллĕпе иккĕшĕ валли тем чухлĕ тумтир парса ячĕç. Леня валли шкула кайма çĕнĕ костюм, сумка, пушмак туянчĕç. Çак ырлăхран Аленăн пĕрре те уйрăлас килместчĕ, анчах амăшĕ палламан арçынпа машинăпах килсе илсе кайрĕ. Çул тăршшĕпе хĕр ачан куççулĕ шăпăртатрĕ. Аппăшне курсан Леня ыталаса илчĕ те йĕме пуçларĕ. Хăй пĕр вĕçĕм Алена урăх таврăнмасран хăранине пăшăлтатрĕ. Çĕнĕ тумĕсене курсан тин ачан кăмăлĕ уçăлчĕ. Савăннипе сиксе те, ташласа та пăхрĕ. Амăшĕ çеç çакна курмарĕ. Эрех ĕçсе кỹпĕнчĕ те харлаттарчĕ. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче те шăллĕне аппăшĕ тумлантарса кайрĕ. Амăшĕ ун чухне виççĕмĕш кун килĕнче çукчĕ. Леня çине ытараймасăр пăхрĕ, вăл пуринчен те хитререх пек туйăнчĕ. Хура тĕслĕ костюмĕ, кăваккăн шурă курăнакан кĕпи шăп хăйне виçсе çĕленĕ пек. Çакăн чухне Алена шăллĕ сăнĕпе ашшĕне хывнине асăрхарĕ. Пурнăç малаллах шăвать. Сисĕнмесĕрех çуллахи каникул та çитрĕ. Аленăна ашшĕ иртнинче укçа ытларах парса хăварчĕ, Леньăпа пĕрле пыма, малашне вĕсене хăй патĕнче пурăнтарассине каларĕ. Шăнкăравлама кĕсье телефонĕ илсе килнĕ. Алена ăна амăшĕнчен чылайччен пытарса усрарĕ, шăллĕпе иккĕшĕ çывăх çыннипе калаçсах тăчĕç. Пĕринче вара амăшĕ сисрĕ-сисрех. Хĕрĕнкĕскер тỹрех урса кайрĕ, ачисене иккĕшне те кăваксем тухичченех хĕнерĕ, телефонне çапса çĕмĕрчĕ. Çакăн хыççăн Леня чĕмсĕрленчĕ, шухăшлă çỹреме пуçларĕ. Амăшĕ çук чухне кăна Леня аппăшĕпе ытларах калаçать, тĕрлĕ ыйту парать.
_ Алена, леш тĕнче пур-и?
_Эп пĕлместĕп. Пур, теççĕ. Кỹршĕри Наçтук аппа калаçнине кăна илтнĕ.
_ Наçтук аппа унта лайăх тесе калаççĕ, тет. Хĕнекен те, вăрçакан та çук пуль унта. Ман çавăнта кайса курас килет.
_ Леня, ухмахлантăн-им? Ват çынсем кăна каяççĕ унта, пирĕн кукамай та çавăнта.
_ Леш касри Андрей вара?
_ Вăл чирлесе вилнĕ. Леня, пире кун пирки шухăшлама иртерех. Ак... _ хĕр ача хăй ашшĕпе Светлана аппăшĕн телефонĕпе калаçнине, часах вăл хăйсене илме килнине пĕлтересшĕнччĕ, шăллĕне кĕтмен парне пултăр тесе шарламарĕ. _ Эх, Алена, эс телейлĕ. Пĕлтĕр атте патне кайрăн, мана хăвăнпа илмерĕн. Шупашкара та çитсе куртăн, карусельсемпе ярăнтăн. Эп вĕсем мĕнле иккенне те пĕлместĕп.
_ Эс те куратăн.
_ Çук пуль... Мана унта кам илсе каять?
_ Ун пек ан кала. Атте пире илсе каятăп терĕ вĕт, мантăн-им?
_ Çук, манман. Аттепе анне кỹршĕри Светлан аппапа Миша тете пек мĕншĕн пĕрле пурăнмаççĕ-ши? Вара пире те лайăх пулатчĕ. Вĕсен ачисем ялан конфет-печени çиеççĕ, пире атте килсен кăна лекет. Паян ирхине Светлан аппа икĕ пĕремĕк пачĕ, пĕрне çирĕм, теприне сана валли хăвартăм. _ Леня, ăна та хăвах çи. Пылак çисен ман шăл ыратать, _ терĕ аппăшĕ йĕрсе ярасран аран-аран чăтса.
_ Атя урăх начарри пирки калаçмастпăр. Эпĕ сана питĕ хытă юрататăп.
_ Эпĕ те. Юрать эс пур, Алена. Ирхи 10 сехет çитеспе Алена вăранчĕ те тăрса чей вĕретме лартрĕ. Шăллĕ те аппăшĕпе юнашарах çỹрерĕ. Иккĕшĕ пĕрле пỹрт-çуртне пуçтарчĕç, картишне шăлчĕç, унтан чей ĕçрĕç. Леня пĕремĕкне кăларса тепĕр хут та аппăшне сĕнсе пăхрĕ, анчах лешĕ илмерĕ. Хăй те çуррине çыртса илчĕ те кĕсйине каялла чиксе хучĕ. Кăнтăрла сулăнсан амăшĕ те тупăнчĕ. Каллех ỹсĕр. Темле арçынпа килне кĕчĕç те малалла хăналанма пуçларĕç. Леня ачасемпе урама выляма тухрĕ. Çакăн хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, Леня чупса килчĕ. Куççульпе йĕрет, ниепле те лăпланмасть:
_ Аппа, мана "сан аннỹ алкоголик, пирĕнпе ан выля", терĕç, _ терĕ аран-аран сывлăш çавăрса. Çак сăмахсене илтсен Аленăн кăшкăрса йĕресси килчĕ. Ара, хăй те илтнĕ-çке кун пеккине, чĕрене мĕнле ыраттарнине питĕ лайăх пĕлет. Шăллĕне нимĕн те каласа лăплантараймарĕ, куççулĕ çеç шăпăртатса юхрĕ. Ытакланса иккĕшĕ чылайччен тăчĕç. Унтан Леня пахчана тухса кайрĕ те пĕчченех выляма пуçларĕ. Шăллĕ валли апат пĕçерес тесе Алена яшка валли шыв лартрĕ, çĕр улми шуратма пуçларĕ.
Машина пỹрт умне çитсе чарăнсанах Алена урама чупса тухрĕ, ашшĕне курсан савăннипе ыталаса илчĕ. Унтан иккĕшĕ пахчана тухрĕç, анчах кунта Леньăна курмарĕç. Хйăр çинче вылякан ачасем патĕнче те çук. Ăна шыраса кассинче кĕмен кĕтес хăвармарĕç. Кỹрши-арши те вĕсене шырама пулăшрĕ. Тавралăха каç хупăрлама пуçласан тин такам Леня çырма еннелле утнине пĕлтерчĕ. Пурте васкаса унталла чупрĕç.
Арçын ача çыран хĕррине ларнă та шухăшлăн çеç хĕвел аннине сăнать. Аллинче _ хытма пуçланă çуррине яхăн çинĕ пĕремĕк. Çынсем хăй патнелле килнине сиссен тин ним ăнланмасăр вĕсем еннеле пăхрĕ. Ашшĕне курсан сиксе тăчĕ Те ун патнелле хăвăртарах çирĕп ытамне лекессишĕн ыткăнчĕ.
_ Атте, атте, хĕвел мĕнле хитре анать. Ыран вăл тухнине курма килетпĕр-и? _ терĕ. Арçын пĕр сăмах та чĕнеймерĕ, куçĕнче куççулĕ çеç йăлтăртарĕ.
О. Павлова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)