АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасемпе ĕçлеме те кăмăллă

20 сентября 2016 г.

Хам пурнăçра эпĕ ачасене юратнă. Çавăнпах ĕçĕме те вĕсене вĕрентес тата воспитани парас енĕпех çыхăнтарнă. Воспитательте 37 çул вăй хуратăп. Пирĕн вăхăтрипе танлаштарсан, хальхи ачасем чылай ăслă. Çакă пурнăç йăли-йĕркине компьютер пырса кĕнипе те çыхăннă пулĕ тесе шутлатăп. Шăпăрланĕ хăй пĕчĕккĕ кăна-ха, анчах кĕсье телефонĕпе пĕтĕмпех усă курма пĕлет. Çакăн пек ачасемпе ĕçлеме те кăмăллă. Пĕлтĕр эпĕ "Хĕвел" садикра аслă ушкăна çỹрекен ачасене (вун иккĕнччĕ) ертсе пытăм. Вĕсемпе садикре тата районта иртекен мероприятисене чылай хутшăннă. Акă, "Асамлă юмах тĕнчи" конкурсра "Йăва юмахĕ" калăпласа 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. "Пирĕн çывăх туссем", "Ман юратнă воспитатель", "Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ тĕлне хамăр алăпа тунă открытка" конкурссенче çĕнтерỹçĕ пулса тăтăмăр. Раççей шайĕнчи "Сывлăхлă ỹсетĕп" ăмăртура вара татах приз çĕнсе илтĕмĕр. Çакăн пек çитĕнỹсемшĕн питĕ савăнтăм. Ашшĕ-амăш те питĕ хĕпĕртерĕ.

Кăçал чи пĕчĕк ушкăна çỹрекенсене кĕтсе илтĕм. Вĕсем саккăрăн. Пĕри тепринчен илемлĕ, ăслă. Садикри йĕркене питĕ хăвăрт хăнăхрĕç. Эпĕ çак хĕр тата арçын ачасемпе тата ашшĕ- амăшпе малашне те килĕштерсе ĕçлессе шансах тăратăп.

Ф. ЕРЕМЕЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика