20 сентября 2016 г.
Пирĕн районта тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Патăрьелĕнчи Тĕп садика та темиçе чĕлхепе калаçакан ачасем çỹреççĕ. Вĕсен хушшинчи туслăх аталанса пытăр тесе эпир чылай ĕçлетпĕр. Акă, сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен "Халăхсен туслăхĕн" эрни иртрĕ. Педагогсем çак хушăра чăваш, тутар тата ирçе халăхĕсен йăли-йĕр- кипе, тумĕсемпе, вăййисемпе паллаштарчĕç. Ачасем халăхсен юмахĕсемпе питĕ интересленеççĕ. Мĕншĕн тесен халапсем тĕрлĕ çынсене çывăхлатаççĕ, ырра вĕрентеççĕ, халăхсемпе пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнма хистеççĕ. Çавăн пекех музыка залĕнче халăхсен юмахĕсене тĕпе хурса ỹкернĕ мультипликаци фильмĕсене пăхрĕç. Эрне "Теремок" вырăс халăх юмахĕ тăрăх театриализаци туса кăтартнипе вĕçленчĕ.
Е. КОЗЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)