30 сентября 2016 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра интернет тетелĕ урлă йỹнĕ те «модный» телефонсем çырăнса илекенсем чавсине çыртмалли лару-тăрăва çакланни пирки час-часах калаççĕ, хаçатсенче те тăтăшах çырма пуçларĕç. «Чан» çапмалли тĕслĕх пирĕн районта та пулнăччĕ, çамрăк каччăна почта урлă килнĕ çыхăну хатĕрĕ _ кĕсъе телефонĕ _ вырăнне пĕр курупка чăмлак ярса панă. Вăт кай мода хыççăн! Халĕ, акă, республикăри ШĔМĕн пресс-службинчен интернет-аферист серепине çакланнă тепĕр тĕслĕх пирки хыпарларĕç. Çак меслетпех 31 çулхи çамрăк арçын 7700 тенкĕ тăракан телефон çырăнса илнĕ. Почта работникĕсем умĕнчех бандероле уçнă та... Якубович ертсе пыракан «Тĕлĕнтермĕш уйри» хура сунтăкри кĕтменлĕх пекех курупкара стакан вырта парать!
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Кучухне интернет çăмăллăхĕпе усă курса чылай ĕç тума пултаратпăр пулин те, ултавçăсен мăшкăлĕ пуласран асăрханăр. Ватăсем калашле, ултавăн ури те саккăр. Клиента çухатас мар тесе вĕсем вăр-вар та, тухăçлă та ĕçлеме пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)