АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмпашăнах тем курса тăрăн…

30 сентября 2016 г.

 Кăçал кăмпа ăнса пулни чылай çынна «чире» ячĕ темелле. Çавна пулах чăн-чăн кăмпаçăсем çеç мар, ăна çиме юратакан ытти çынсем те юлташĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе вăрмана çул тытаççĕ. Йывăр апат пулсан та сĕтел çинче урăх çимĕç.

Патăрьелĕнче пурăнакан çак çемье те _ ашшĕпе амăшĕ тата сакăр çулхи ывăлĕ _ ытларикун, кăнтăрлахи апат хыççăн, автомашина çине ларнă та Люля вăрманне кайнă. Ара, çынсем унтан шурă кăмпапа уплюнккана кунтăкĕ-кунтăкĕпе йăтаççĕ-çке. Çакскерсем вара тем вăхăтра вăрманта аташнă та кайнă. Унталла кайсан та, кунталла кайсан та тухайман. Чи кирли тата аслисем хăйсен телефонне автомашина çинех пăрахса хăварнă-мĕн. Çухаласси пур, ку тăрăхра пурпĕрех антенна тытмасть, калаçма май çук тенĕ пулас. Таврана каç сĕмĕ çапма пуçличчен кăмпана кайнă ачисем таврăнманран ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем хыпăнса ỹкнĕ. Мĕншĕн халĕ те çук? Мĕн тумалла? Ун пек чухне пулăшу службине, йĕрке хуралне пĕлтермеллине шута илнĕ-ха аслисем. Дежурнăй служба Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхне «ЧП» пирки систернĕ, вăл вара тата ытти çынсене явăçтарнă. Усал хыпар çапла утпа çỹрет ĕнтĕ. Анчах вăрман кирек ăçта кайсан та вăрманах. Унта кашни çын кĕрсе тухма та, çỹреме те пĕлмест. Çак хыпара илтсенех Ишлĕ ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Вячеслав Краснов куç курми пуличчен пысăк вăрманăн пĕр енне кĕрсе кайса шыраса тухнă, усси пулман. Кăшкăрнă сасă та илтмен. Тепĕр кунне те ирпе-ирех çак тăрăхра пурăнакан çынсемпе пĕрле Вячеслав Олегович инкеке лекнĕ çынсене шыранă. Телее, районтан ятарлă МЧС ушкăнĕ çитиччен çак хастар çухалса кайнă çемьене тупса вăрмантан илсе тухнă. Мухтав Турра, вĕсем пурте сывă. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне лăпланма кăна нумай вăхăт кирлĕ. Виçĕ çыннăн пурнăçне çăлнă тăватă ача ашшĕ вара пысăк тав сăмахне çеç мар, шывра путакансене çăлакансем пекех, патшалăх наградине те тивĕçлĕ тесе хаклас килет. Çак çамрăк çемье пăтăрмах хыççăн хăйсене çĕнĕрен çуралнăн туйрĕ-тĕр.

Çакна та палăртса хăвармалла. Кăçал кăмпа сезонĕ пуçланнăранпа республикăра 16 çынна çак сăлтавпа ятарлă службăсен шырав ушкăнĕсен пулăшма тивнĕ. Малалла та пырать-ха. Çавăнпа та пĕрин йăнăшне теп- рисем тăвар мар. Пĕлмен-палламан вырăнсенче хăвăр тĕллĕн çеç вăрмана ан кĕрĕр. Кашни çын компас йăтса та çỹремĕ, унпа усă курмах та пĕлеймĕ. Çавăнпа та инкеке лекнине туйсан çийĕнчех çухалса каймасăр «101» номерпе шăнкăравласа ярăр.

А Егорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика