30 сентября 2016 г.
Патăрьелĕнчи «Сказка» ача садĕнче районти шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен професси уявне халалланă мероприяти иртрĕ (ỹкерчĕкре унăн саманчĕ). Унта педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, хальхи вăхăтра çак ĕçре вăй хуракансем хутшăнчĕç. Уяв ячĕпе район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Айзатуллов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И. Рубцова, вĕрентỹ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ С. Елагина, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Н. Исаева саламларĕç.
Ача садне çỹрекенсем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Тивĕçлĕ ĕçченсем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе дипломсене илчĕç.
Районта шкул çулне çитмен ачасен 12 учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенче 179 педагог вăй хурать. Садиксене 1960 ача çỹрет.
8 пуçламăш шкул-садра та ачасен хаваслă сасси янăрать.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)