АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимĕр çапла хĕрнĕ

30 сентября 2016 г.

Тỹррипе каласан, хам ĕмĕрте эпĕ тăхăрвуннăран иртнĕ çынпа йĕркеллĕн ларса калаçса та курман темелле. Килте пирĕн асатте-асанне пурăнман, вĕсем эпир çураличченех леш тĕнчене кайнă. Кукаçипе кукамай та иртерех уйрăлнă.

Ватă çынсене курман тесен тĕрĕсех те мар-ха. Анчах, каçарччĕр те шурсухалсем, пĕрисем чире пула вырăнпа выртакансем пулнă, иккĕмĕшсем кăштах ăсран тайăлнă пек туйăннă, виççĕмĕшсем хăйсен вăрăм ĕмĕрĕнче пăравус та курман, ял чиккинчен те ытла иртмен. Халăхра палăрман тейĕпĕр. Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Василий Петрович Маркиданов пирки вара чылай тĕлĕнмелли илтнĕ: тăхăр вун иккĕре (çитмĕл иккĕре те мар, сакăрвун иккĕре те мар!) пыракан çын паян тăн-тăн çỹрет, кун-çулĕ питĕ интереслĕ, ăс-тăнпа калаçать, кил-картинчи мĕн пур ĕçе пурнăçлать...Ун пеккисем хĕрарăмсен хушшинче пур-ха, пур. Тата та пурăнччăр. Арçынсем тесен вара, питĕ сайра. Шăпах çакă мана асăннă арçынпа паллашас, ларса пуплес тени çула тухма хистерĕ те

Паллашу

Ашшĕпе аслашшĕн килĕнче тĕпе юлнă Василий Маркиданова Кĕçĕн Арапуçĕнче шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Ялăн Аслă урамĕн вĕçнелле пурăнать тенипе кăнтăра хирĕçле кирпĕчрен тунă тăн-тăн çурта тỹрех асăрхарăмăр _ мал енче «Кунта ялăн хисеплĕ гражданинĕ Маркиданов Василий Петрович пурăнать» тесе вырăсла чĕлхепе çырнă хĕрлĕ хăма аякранах курăнать. Кĕçнеалăк кăштах уçă. Картишĕнче такамсем хыттăнрах калаçни илтĕнет. Ахăртнех кỹршисем каçнă пулĕ те сулхăнра (ун чухне кунĕ шăрăхчĕ) калаçса лараççĕ, тесе шутласа илетĕп. Шалалла иртетĕп те икĕ çынна, карчăкпа старике кăна куратăп. Тĕшмĕртетĕп-ха, кил хуçисемех кусем. Арçынни _ Василий Петрович хăй. Çакскерсем хапха çумне чикмек тайăнтарнă та авалхи çаврака пысăк ала çакнă _ тырă аллаççĕ. Ваççа тетен хăлхи пăртак ларнăран хытăрах калаçать. Лайăх илттĕр тесе мăшăрĕ Зоя аппа та сасса хăпартать. _

Чĕмпĕр енне шапаша çỹрекен пĕр çынтан йỹнĕрех тесе тулă чылаях туяннăччĕ. Пыйтăллă пулнă-мĕн вăл. Кам пĕлнĕ ăна ун чух? Ларта выртса вăл тата ĕрченĕ. Ав епле хуп-хура тăкăнать, _ пăшăрханнăн калаçать Ваççа тете кĕлетрен илсе тухнă пăтавккине (унта пĕр пăт кĕрет е 16 килограмм) пушатнă май. Теприсем кăларса кăна тăкаççĕ пулĕ те, ман ун пек сая ярас килмест. Тасатсан пĕр вырăнта усса кайĕ-ха теп...

Ала айне çỹхе патнус хунă, ун çине шыв янă. Чăн та, хăрăм силленĕ пек. Капла меслетлесен, хайхи пыйтисем çилпе вĕçсе саланмаççĕ, шывра вилсе пĕтеççĕ иккен. Ĕнер яра кун алланă-ха вĕсем. Паян та пĕтереймен курăнать. Тырра йăтса тухмалла, тасатмалла, лара каялла тултармалла. Ĕçне çăмăл тееймĕн. Çапах самай çулланă пулсан та ачисем килсе туса парасса кĕтмеççĕ, хăйсемех пурнăçлаççĕ.

Тĕлĕнмелли пĕр çакă кăна пулмарĕ-ха. Мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен, Ваççа тете васкавлăн çăвăнса тасалма лупас хыçне, пусă патне ăшăнма ăсса хунă шыв патне васкарĕ. Курпунĕ те çук, мăн хырăмĕ те палăрмасть. Яштака кăна. Тăхăрвуннăри ватă мар, çирĕмри яш тейĕн. Эпир Зоя аппапа калаçса ларнă май çиччас мăшăрĕ каланă вырăнтан илсе тăхăннă таса тумĕ-пе пирĕн пата вашаватлăн çитсе те тăчĕ:

_ Атьăр пỹрте кĕретпĕр, тĕпелелле иртĕр! Эс, Зоя, чей лартса яр унта...

ФЗО. Хабаровск

Кĕçĕн Арапуçĕнче Маркидановсен ратни пысăк. Унăн пĕр юппинчи Петьюкăн тăватă ача пулнă _ пĕр ывăл та виçĕ хĕр. Асли шăпах манпа юнашар ларса калаçакан Ваççа тете, Василий Петрович. Ашшĕ вăхăтĕнче коллективлă хуçалăха йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă, тăван ялти «Путь социализма» колхозăн председателĕнче ĕçленĕ. 1938 çулта ăна вырăнтан кăларнă. Çак тапхăрта хуçалăх вăйлă аталаннă. Пысăках мар яла пĕрлештерекен эртел хăй вăйĕпе шыв арманĕ лартма та вăй тупнă иккен. Малалла иртсе калас-тăк, ашшĕне вăрçă пуçлансан çара илнĕ, 1943 çулта фронтра хулне йывăр амантса таврăнсан, ăна ял совет председательне суйласа лартнă.

Василий 1925 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Ытти ялти ача-пăча пекех шкула чупнă, урамра вылянă, çумри Пăлара чăпăлтатнă. Паллах ĕнтĕ, пĕчĕклех килте ашшĕпе амăшне пулăшнă, 12-13-ре чухнех колхоз хирĕсенче вăй хунă, аслисемпе тан пилĕк авнă. Ытла та ир çитĕннĕ ун чухне ачасем. Хальхисем пек мар, паллах.

Ялти çичĕ çуллăх шкулне пĕтерсен, Маркидановсен çемйине хăрушă хыпар персе çитнĕ _ Василин ФЗО шкулне вĕренме каймалла. Çемйипех уласа йĕреççĕ. Çын салтака каять те таврăнать, тĕрмене лартсан та хăçан та пулин килет темелле. Анчах аякри хулана кайнă ФЗО ачисенчен таврăнни пулман-ха. Ял-ял тăрăх çỹрекен сас-хури пĕринчен тепри хăрушă: шăпанана тухнă, ỹксе вилнĕ, колонине янă... Пĕтрĕ пирĕн Ваççа! Текех курас çук пĕртен пĕр ывăла!

Васили хăй те пăшăрханать: ăçта ярĕç? мĕн пулĕ? таврăнайĕ-и вăл тăван кĕтесе ỹлĕмрен?

Пĕлме

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнче СССРта ĕçсĕрлĕхе пĕтĕмпех пĕтернĕ, ялсемпе хуласенче кĕлмĕçлĕхпе çуклăхран та хăтăлнă темелле. Çавăнпа фабрикăсемпе заводсен алăкĕсене шаккаса ĕç шыракансем те юлман. Апла-тăк, промышленноçа кирлĕ ĕç вăйĕн резервĕ çук. Анчах çĕнĕрен те çĕнĕрен тăвакан металлурги комбиначĕсене, заводсемпе фабрикăсене, аслă-аслă стройкăсене, пĕрлех шахтăсемпе рудниксене, аталанса пыракан транспорта çĕнĕ специальноçлă рабочисем, çамрăк алăсем кирлĕ. Унсăрăн промышленноçа аталантарма та май çук. Шăпах çакна шута илсе ĕнтĕ Верховнăй Совет Президиумĕ 1940 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче «СССР Патшалăх ĕç резервĕ- сем» çинчен Указ кăларать. Унпа килĕшỹл- лĕн çуллен промышленность предприятийĕсем валли ремесла училищисенче тата фабрикăпа завод вĕрентĕвĕн шку- лĕсенче (фабрично-заводское обучение _ ФЗО) хулапа ял çамрăкĕсене производство профессийĕсене вĕрентме 800 пинрен пуçласа миллиона çити çын хатĕр- леме хушу панă. Историне аса илер-ха. Тĕнчери лару-тăру та йывăрланса çитнĕ вăхăт вăл. Германинче фашистсем влаçа илнĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă ĕнтĕ. Кĕç-вĕç унăн çулăмĕ пирĕн çĕршыва та сиксе ỹкмелле. Ун чухне пин-пин рабочи фронта тухса кайĕ. Кам улăштарĕ вĕсене фабрикăсемпе заводсенче? Шăпах ĕнтĕ ФЗО ачисем!

Н. ЛАРИОНОВ

(Малалли пулать.)

l Ват çерçие хы- вăхпа улăштараймăн l

Ват çын умĕнче вăтанма пĕлни аван l

Ват çынра _ ăс, çамрăк çынра _ вăй

(Ваттисен сăмахĕсем) 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика