АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупăва _ пысăк йышпа

27 сентября 2016 г.

 Районта авăнăн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ-2016» чупу иртрĕ. Патăрьелĕнчи тĕп стадиона пухăннисене çак ятпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен ертỹçисем Н. Ялуковпа К. Михеев, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Н. Андреева саламларĕç.

Çак кун «Нацисен кроссĕ» ячĕпе старта тăракансем хăйсен ушкăнĕнче дистанцисене кăмăлтан чупса тухрĕç. икĕ-виçĕ эрне чарăнмасăр çунă çумăр хыççăн çанталăкĕ те спортсменсене майлă пулчĕ, хĕвелĕ те ылтăн кĕркунне чухнехиллех савăнтарчĕ. Çакна палăртса Рудольф Васильевич спорт уявĕ пирĕн районта çеç мар, Раççейĕпех çулран-çул анлăн сарăлса пынине пĕлтерчĕ, спорт пурсăмăрăн та пĕлтерĕшлине, ушкăнпа пурăнма вĕрентнине каларĕ.

Шăп 12 сехетре учреждени, предприяти, организаци ертỹçисем VIP-чупăва тăчĕç. Уяв мероприятийĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкулсенчи, Треньелĕнчи А. Краснов ячĕллĕ пуçламăш шкул-садри вĕренекенсем хастарлăх кăтартрĕç. 3234 çын тăчĕ çак кун старта.

Чупăва хутшăнакансенчен чи асли 70 çулхи Г. Елкин пулчĕ. Кĕçĕннисенчен Евгения Фроловăпа Алина Ильина (иккĕшĕ те 3,5 çулта) аслисем пекех ăнтăлчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем дипломсемлĕ тата парнесемлĕ пулчĕç. Шăматкунпа вырсарникун районти ытти ял тăрăхĕсенче те «Нацисен кросĕ» иртрĕ.

А. Иванова.

Пĕлсе тăма: Шупашкарта çак мероприятие 16 пин çын, пĕтĕмĕшпе Чăваш Енре вара 60 ытла çын хутшăннă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика