27 сентября 2016 г.
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Наци библиотекинче Улькка Эльменĕн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Улькка Эльмен _ чăваш литературинче паллă ят. Унăн тĕрлĕ çулта пичетленнĕ «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ỹкĕнỹ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ» тата «Упраймарăм сана» кĕнекисене вулакансем хапăлласах йышăнчĕç. Тата çĕнĕ хайлавсем кĕтеççĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Улькка Элменĕн çĕнĕ кĕнеке «пиçсе» тухрĕ. «Сарă кĕпе» ятлă вăл. Шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли çырнăскер, унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла хайланă произведенисен 2015 çулхи конкурсĕнче çĕнтерĕ. Тĕп сăнар _ аслă класра вĕренкен Даша _ чухăн çемьере ỹснĕ. Çитмен пурнăç айăплă-ши, анчах тăрăшуллă та ĕçчен хĕрачана амăшĕн вăрçмалли сăлтав тупăнсах тăрать. Асламăшĕ çеç Дашăшăн чун ăшши пулса тăрать кил-йышра.
Пĕррехинче ялти лавккара ăна тин çеç сутлăха илсе килнĕ сарă кĕпе кăмăла каять, Даша валлиех çĕленĕ тейĕн. Анчах ашшĕпе амăшĕ туянса памĕç ăна _ çакна хĕрача аван пĕлет. Çамрăк хĕре куç хывнă каччă ырă сунса çак кĕпене хăех туянать те сутуçă урлă парне пек парать. Ялта çакăн пек пулăм сисĕнмесĕр юлать-и вара? Дашăпа пĕрле вĕренекен хĕрсем çак пулăма тĕпе хурса тантăшĕ пирки усал сăмах сараççĕ.
_ Кĕнеке ячĕ малтан пăхсан питĕ ансат пек, анчах унта тарăн шухăш пытаннă. Пурнăçра кашни япала пĕлтерĕшлĕ. Илемлĕ сарă кĕпе те çын шăпине татса пама пултарать. иккен тесе каласшăн пултăм çак повеçре, _ уçса пачĕ кĕнеке вăрттăнлăхне çыравçă.
Улькка Эльмене Чăваш Республикин Культура министерствин профессиллĕ ỹнер, вĕрентỹ тата халăх пултарулăхĕн пай пуçлăхĕ И.И. Ильина саламларĕ, ăна министерствăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. «Ольга Геннадьевна кĕнекисене ялсенче чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, юратса вулаççĕ. Çитес вăхăтра сирĕн çĕнĕ кĕнеке те ял вулавăшĕсене çитĕ», _ тесе шантарчĕ вăл.
Чăваш Республикин Профессилле писательсен союзĕн председателĕ Г.А. Максимов та уявăн хисеплĕ хăнине Писательсен союзĕн Хисеп хутне пачĕ, çыравçăн пултарулăхне хакласа ăшă сăмахсем каларĕ. «Улькка Эльмен кĕнекисенче хăйĕн мăшăрне хисеплени, вăл вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнишĕн тунсăхлани сиĕнет. «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Упраймарăм сана» кĕнекесенче эпĕ çакна уйрăмах сисрĕм. Ольга Геннадьевна кашни хайлавне чун витĕр кăларать, çавăнпа та вулакансем те вĕсене хапăлласа йышăнаççĕ. Тата та çĕнĕ кĕнекесем çырмалла пултар».
Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ О.Л. Федорова та пултаруллă çыравçа уяв ячĕпе саламларĕ. «Улькка Эльмен пирĕншĕн, кĕнеке кăларас ĕçре тăрмашакансемшĕн, чи малтанах _ юратнă автор. Унăн пуян содержаниллĕ, тарăн шухăшлă кашни алçырăвĕ вулакан кăмăлне тивĕçтерекен кĕнеке пулса «пиçет» Чăваш кĕнеке издательствинче. Эпир сирĕнтен çĕнĕрен те çĕнĕ алçырусем кĕтетпĕр».
Ольга Геннадьевна пултарулăхне Анатолий Кибеч, Юрий Сементер, Валерипе Ольга Тургайсем, Василий Кервен тата уява килнĕ ытти хăна пысăка хурса хакларĕç, çыравçă интереслĕ хайлавсем шăрçаласа вулакансем патне çитерме сунчĕç.
О. Васильева.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)