АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» чăн-чăн çĕнтерỹ турĕ!

27 сентября 2016 г.

 Пирĕн прогноз тĕрĕс пулчĕ. Суйлав хыççăнхи кунсем унăн итогĕсене пĕтĕмлетнипе çыхăннă. Политиксем цифрăсемпе процентсене танлаштараççĕ. Тĕрĕссипе вара кăтартусем мĕнле пуласси суйлавчченех ăнланмаллаччĕ. Прогноз тĕрĕс пулчĕ. «Единая Россия» пур енĕпе те çĕнтерỹ турĕ. Раççейĕпе парти списокĕпе сасăсен 50 процентне пуçтарчĕ.

Чăваш Республикинче те «Единая Россия» партин пысăк кăтарту. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланакан пĕр мандатлă 22 округри кандидатсем пурте çĕнтернĕ! Единороссемшĕн ытти партисенчи паллă кандидатсем те конкурентсем вырăнне пулайман. Суйлавра Игорь Моляковпа Олег Николаев справедливороссем выляса яни вĕсен авторитетне çухатнă темелле. Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та аран-аран çынсем сахал пĕлекен Александр Капитоновран иртсе кайнă. 29 процент шанчăклă çĕнтерỹ пулманнине те йышăнмалла.

Пĕтĕмĕшле илсен результатсем пурте пирĕн прогнозсемпе тỹр килеççĕ. «Единая Россия» хыççăн пĕр пекрех сасă пухса КПРФпа ЛДПР паритийĕсем. «Справедливая Россия» вара аран тăваттăмĕш тухнă. Çакăн сăлтавĕ пирки те калама пулать. Оппонентсем паянхи экономикăри йывăрлăхсене «Единая Россия» çине йăвантарчĕç пулин те, вăл çирĕппĕн тăма пултарчĕ. Çынсем партин чăн-чăн ĕçне тĕрĕс хак пама пултарчĕç. Кун пек чухне йывăр вăхăтра пĕрле пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Владимир Путин авторитечĕ нацие пĕрлештерсе тăракан вăй пулчĕ.

«Единая Россия» халăх валли хатĕрленĕ уçăмлă программа тăратнă пĕртен-пĕр парти. Единороссем тĕл пулусенче шăпах вĕсене тата тĕпченĕ. Çынсем критикăсенчен йăлăхнă, ĕçпе кăтартнă тĕслĕхсене кĕтеççĕ. «Справедливая Россия» ăнăçсăрлăхĕ шăпах çакăнта. Финанс ресурсĕ пысăк пулнине пăхмасăр (хăшпĕр эспертсен хаклавĕпе Чăваш республикине çеç вĕсем 200 миллион тенкĕ хывнă) парти пизитивлă кун йĕрки парайман.

Пысăк йышпа тухакан литература вĕсемшĕн ыррине мар, тỹнтер енне çеç панă. Патшалăх Думинче Чăваш Республикинчен пилĕк депутат пулĕ. Шанас килет, вĕсем пурте пĕр шухăшлăн ĕçлĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика