27 сентября 2016 г.
Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Трактористсен те, дояркăсен те пысăкрах пайĕн тивĕçлĕ канăва кайма вăхăчĕсем çитсе пыраççĕ. Пенсирисем те пур. Механизаторсене ытларах чухне акара е вырмара ĕçлеттерме çын тупайманнипе чĕнсе илеççĕ. Çамрăксем вара техника паркне те, фермăна та кайма васкамаççĕ. Çулла, хĕрсе ĕççи пынă вăхăтра лавкка умĕнче вăй питти 7-8 арçын тăма та пултарать, анчах трактор рулĕ умне ларакан çук. Тĕлĕнмелле вĕт! Хуçалăхра укçа памаççĕ, теççĕ хăйсем, анчах килте ларсан пĕр пус та кĕмест-çке. Пушă енчĕкпе вара мĕнле пурăнмалла? Чăнах та, ял хуçалăх предприятийĕсенче Мускав нухратне _ 40-50 пин тенкĕ _ тыттармаççĕ, апла пулин те вăй хуракансем уйăхсерен укçа илеççĕ, тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ. Вĕсем вара выльăхсене валли куллен кирлĕ. Пенсие кайма çул çитмен, сывă та тĕреклĕ арçынсене суту-илỹ çуртне «хураллани» килĕшмест те ĕнтĕ.
Укçа тенĕрен, «Батыревский» пĕрлешỹре шалу пĕчĕк тесе калаймастăн. Кунта çуллахи вăхăтра трактористсем 20 пин тенкĕрен кая илмеççĕ. Дояркăсен те пысăк. Ку нухрата ялта кăна мар, хулара та илекенсем нумайăнах мар. Анчах вăй хуракансем хушшинче Патăрьелсем сахалăн, ют ялсенчен ытларах килеççĕ...
Ялсенче почтальонсем çитменни те пăшăрхантарать. Пĕр яла кайсан çапла хаçат-журнал валеçекен çукки пирки сăмах хускатрăмăр.
_ Мĕншĕн халь хĕрарăмсен ĕçлемелле? Упăшкисем шапаша каяççĕ те укçа туса килеççĕ, мăшăрĕсене параççĕ. Эрне иртсен вĕсене татах кăларса яраççĕ, _ терĕ пĕри. Те тĕрĕссине каларĕ, те çук, анчах шухăша ячĕ: мĕнле-ха капла? Çулсем пурин те шултăраланнăçем шултăраланса пыраççĕ, никам та ĕмĕрĕпе хальхи пек вăй питти те патвар тăмасть. Вăхăт çитсен пурин те пенси илес килет пуль тетĕп, ăна валли вара 15 çул стаж кирлĕ. Анчах паян тар тăкмасан ăçтан тупмалла?
Эпĕ пур çынна та пĕр пек хакласшăн мар, мĕншĕн тесен пирĕн районта маттур та пултаруллă çынсем те нумай. Хăшĕ-пĕри хăйсен ĕçне йĕркелесе ыттисене валли те ĕç вырăнĕсем туса парать. Анчах пĕрех пурнăçри хăш-пĕр ỹкерчĕксем самаях шухăша яраççĕ.
О. Павлова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)