27 сентября 2016 г.
Сентябрĕн 24-мĕшĕнчи Шупашкарти «Шупашкар _ Арена» Пăр керменĕнче республикăри «Сĕт фестивалĕ-2016» ĕçлеме пуçланă. Мероприяти кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич савăнăçлă лару-тăру пуçланиччен сĕте тирпейлекен предприятисем йĕркеленĕ куравпа паллашнă. Вăл Чăваш Енре пĕр ĕнерен сĕт сăвасси вăтамран 5 пин килограмран иртнине, 8 районта вара кăтарту 6 пин килограма çитнине, патшалăх паркан пулăшусем пирки пĕлтернĕ. Çавăн пекех хĕле хирĕç сĕт хакĕ ỹснине каланă.
Иртнĕ тăватă çулта çак мероприятинче сĕте тирпейлекен предприятисен ĕç-хĕлĕпе 25 пин çын паллашнă, 17 пин тонна продукци туяннă. Кăçал курма килекенсем валли сĕт салонĕнче паха шĕвекпе косметологинче усă курма вĕрентме масер-классем йĕркеленĕ.
Паяна республикăра сĕте тирпейлессипе 16 предприяти ĕçлет, çулталăк пуçланнăранпа вĕсем 120 тонна продукци кăларнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)