АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра _ асаннесемпе кукамайсем

04 октября 2016 г.

 Ваттисен кунĕ _ хисеплĕ, кăмăллă та ăшă уяв. Первомайскинчи «Шуçăм» ача садĕнче ăна çулленех паллă тăваççĕ. Кăçал уява «Пирĕн юратнă асаннесемпе кукамайсем» ятпа йĕркелерĕç. Малтанах хăнасене садик заведующийĕ Н. Емельянова уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан ачасем хăйсем юратнă çыннисем çинчен сăвăсем вуларĕç. Уйрăмах С. Петрова, Ю. Иванов тата М. Шмакова чуна витерме пултарчĕç. Кĕвĕ тăрăх вара К. Павлова, А. Елова акăш евĕр ярăнса шурĕç. Асаннесемпе кукамайсем хăйсем те чун юратнă мăнукĕсемпе ташлама кăмăл турĕç, тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. Хастарсем хушшинче Е. Шмакова, В. Елова, П. Абзеева, А. Ильметова, З. Павлова, Е. Мерзлова пулчĕç.

Хăнасене ачасем хăйсен пĕчĕк те черченке аллисемпе ăсталанă открытка тата чечек çыххи парнелеме те манмарĕç. Ватă çынсем мăнукĕсен матурлăхĕпе кăмăллă юлчĕç.

Малалла калаçу сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Унта воспитани ыйтăвĕ çĕкленчĕ.

Н. КАМЫШОВА, воспитатель.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика