04 октября 2016 г.
Малалли . Пуçл. иртнĕ н омерте
Йывăр задачăна пурнăçлама хитре плакат çырса çапнипе пурнăçлаймăн. Çĕнĕ саккун тăрăх колхоз председателĕ- сен кашни çул 14-15-ри икĕ арçын ачана ремесла училищине, 100 колхоз членĕ шайĕнчен 16-17-ри пĕр арçын ачана ФЗО шкулĕсене яма задани панă. (Хуласенче урăхларах йĕрке). Яма тени те ахаль сăмах мар. Вăл салтака кайма повестка парса чĕнниех, урăхла каласан, çара мибилизацилениех шутланать. Ăна пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла. Çавăнпа вĕренме пăрахса таракансене е лере дисциплинăна пăсакансене наказани панă _ пĕр çуллăха ĕç колонийĕсене янă. Ремесла училищисенче икĕ-виçĕ çул, ФЗО шкулĕсенче ултă уйăхран пуçласа 10 таранччен вĕрентнĕ. Ачасем çар çыннисем пек казармăри условисенче пурăннă, вĕсене апатлантарнă, тумлантарнă, кĕнекесемпе тата пособисемпе тивĕçтернĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн çамрăксен тăватă çул государство предприятийĕсенче пĕр татăлмасăр ĕçлемелле пулнă. Ку йĕркене пăсакансене те тĕрме кĕтнĕ. Чăн та, вĕсене ытти рабочисене пекех ĕç укçи панă ĕнтĕ, хăшин-пĕринне салтака илмелли кунне урăх вăхăта куçарнă.
Пурĕ вăрçă çулĕсенче пирĕн çĕршывра 2,48 миллион пысăк квалификациллĕ çамрăк рабочи хатĕрленĕ. 1953 çулта тин асăннă указа пăрахăçланă. Пурĕ вара 13 çул хушшинче ФЗО шкулĕсене 6 миллион çын пĕтернĕ теççĕ. Тĕрĕссипе ФЗО ĕмĕрĕ 1963 çулчченех тăсăлнă. Унтан вĕсенчен хула тата ял професси училищисем (ГПТУ, СПТУ) туса хунă.
1941 çулхи май тĕлне училищĕсемпе асăннă шкулсенчен 250 пин ача вĕренсе специальность илнĕ. Июньте ФЗОна яма ят тухнă пирĕн Василий Маркиданов иккĕмĕш потока кĕрет.
Куратпăр ĕнтĕ, Маркидановсен тăванĕ- сене хуйха ỹкме пысăк-пысăк сăлтавсем пур. Малалла Ваççа тетене хăйне сăмах парар-ха: «1941 çулхи июнь уйăхĕн варринче ФЗОна кайма ят тухрĕ. Ялти йăла- йĕрке тăрăх Хĕрлĕ çара каякан каччă пек колхоз панă лайăх ăйăр урапи çине ларса, тăвансемпе сыв пуллашса ял тăрăх тутăр вĕçтерсех çỹренĕччĕ ун чухне. Каланă кун Канаша пуçтарăнтăмăр. Ман пек телейсĕрсем пирĕн ял советĕнчен пĕр эпĕ кăна мар иккен, кỹршĕри Именкассинчен тата виçĕ йĕкĕт. Пирĕн çул инçе-инçе, тĕнче хĕрринчи Хабаровска иккен. Унта мĕне вĕренмелле, ăçта вĕренмелле? Нимĕн те пĕлместпĕр. Каласа ăнлантармаççĕ, çитсен пĕлетĕр кăна, теççĕ. Чукун çул вокзалĕнче пасарти пек халăх. Ун чухне пирĕн ял Первомайски районне кĕнĕ те Ишлĕ-Шетмĕ енчен те, Ирçе Çармăс енчен те, Эйпеç енчен те çамрăксем пур. Чылайăшне ăсатма тăванĕсем лавсемпе килнĕ. Манпа сыв пуллашма аттепе анне лашапа пынă. Кỹршĕллĕ Улатăр, Патăрьел, Каçал районĕсенчен çамрăксем йышлă. Пире çапса хĕснĕ пек вакун çине лартса тултарчĕç. Хĕвел тухăçнелле çула тухрăмăр. Поезд васкамасть, чылай чарăнать. Темиçе кун кайсан, Новосибирскине çитрĕмĕр. Кунта вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Тинтерех кăна Совет Союзĕн правительствин пуçлăхĕ Молотов пирĕн çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕни çинчен радиопа каланă иккен. Хăрушă хыпар кашнине хумхантарса ячĕ. Çамрăк пулсан та чунсем хăрушă кунсем çитессе туяççĕ.
Вун икĕ кун та вун икĕ каç кайсан Хабаровск станцине çитрĕмĕр. Мĕншĕн пире çав териех инçе хулана ăсатнă-ши? Çавна паян кун та ăнланса çитейместĕп. Сăмахран, Урала çити кăна та илсе кайма пултарнă вĕт-ха. Унта та промышленноç хулисем нумай. Пире вара тĕнче хĕрнех турттараççĕ. Тарса килесрен сехĕрленнĕ пулинех. ФЗОсенчен пăрахакансем вара ун чухне те, маларах та пулнине чылай калаçатчĕç...
Пĕлме.
Хабаровск _ Хабаровск крайĕн (лаптăкĕпе Чăваш Республикинчен сахалтан та çирĕм хут пысăк!) тĕп хули. Вăлах Инçет Хĕвелтухăçĕн хут çине çырман тĕп хули те. Вăл аслă Амур шывăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Унччен те, халĕ те _ Раççĕн Инçет Хĕвел тухăçĕн-чи чи пысăк экономика, политика тата культура центрĕ. Ун витĕр аслă чукун çулсем, автоçулсем, сывлăш линийĕсем иртеççĕ. Чикĕ те çывăхрах: Хабаровскри юхан шыв портĕнчен Китайăн пĕр ял-хулине çитме Канаш пек кăна _ 65 çухрăм. Мускава лекме чукун çулпа _ 8533 çухрăм. Крайĕ вара Якут Республикипе, Магадан облаçĕпе, Тинĕсçи (Приморье) крайĕпе тата хайхи Китайпа чикĕллĕ. Унăн çыранĕсене Охотски тата Япони тинĕсĕсем хум çапаççĕ.1940 çулхи июньте кунта Инçет Хĕвел тухăç Фрончĕн управленийĕ, 1945 çулта Инçет Хĕвел тухăçĕнчи совет çарĕ-сен Командованийĕн тĕп ставки (Совет Союзĕн маршалĕ А.М. Василевский) вырнаçнă.
Вакунтан каптăртаттарса тухрăмăр. Çул çинче вун икĕ талăк кайса пурте ывăннă пулсан та çитнишĕн савăнатпăр. Салтаксем пек строя тăратрĕç те çуран уттарса пирĕн пурăнмалли общежитине илсе çитерчĕç. Урăхла каласан, пысăк барак вăл. Вырнаçрăмăр. Çар казарми пек аслă пỹлĕмсене 15-шер, 20-шер, 30-шар койка лартнă. Икĕ çынна _ пĕр тумбочка. Çапла эпĕ 14-мĕш номерлĕ ФЗОна лекрĕм. Кунта стоительствăра кирлĕ профессисене хатĕрлеççĕ _ каменщик, платник, штукатур, маляр... Мана столяр класне çырчĕç. Анчах чăн тĕрĕссипе эпир шкулти пек классене кĕрсе ларса та курман. Пире пĕр хутлă çурт тунă çĕрте кăна ĕçлеттеретчĕç: касмалла, чутламалла, якатмалла, саваламалла, шăтармалла, йăтмалла-куçармалла. Хушса йĕркелесе пыма пĕр мастер пурччĕ. ФЗО-н мĕн пур вĕрентĕвĕ çавă пулнă...
Пĕлме.
«СССР патшалăх резервĕсем çинчен» Указпа килĕшỹллĕн 1940 çулта Хабаровск крайĕнче 5 ремесла училищине тата 17 ФЗО шкулне (нумайăшĕ Хабаровскра) уçнă, вĕсене пĕр самантра 5000 пин ача пухма палăртнă. Тĕпрен илсен, металообработка тата стрительство специальноçĕсене хатĕрленĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче тата 7 училищĕпе 4 шкул уçнă. Пурĕ тăватă çулта 37 пине яхăн квалификациллĕ рабочи кăларнă. Çав синкерлĕ тахăрта вĕренекенсем аслисемпе тан фронт заказĕсене пурнăçланă, талăкра 10-12 сехет ĕçленĕ, хăш чухне мастерскойсенчен те тухса курман. Кайран вĕсемех фронта тухса кайнă ашшĕсемпе пиччĕшсене улăштарса станок умне тăнă, нормăсене 150-200 процент тултарма вăй тупнă.Çул çулне çитмен ачасем çĕр кăмрăкĕ, нефть кăларнă, хурçă шăратнă, танксене, вагонсене, машинăсене юсанă, самолетсем пуçтарнă... Пĕрлех фронт валли çар техники туянма укçа панă, облигацисем илнĕ, салтаксене посылкăсем янă.
ФЗО ученикĕ Василий Маркиданов та вăрçă тапхăрĕн мĕн пур йывăрлăхсене чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ, мирлĕ пурнăç вăхăтĕнчи апат нормисене чакарса лартнишĕн те, тăраниччен çывăрса канайманнишĕн те нăйкăшман. Анăçра тăшманпа çапăçакан салтаксем куллен вилĕм куçĕн-чен пăхнипе танлаштарсан, хăйне чылай çăмăлрах та телейлĕрех туйнă пулĕ. Мĕн тесен те умра снарядсем ỹксе çурăлмаççĕ, пуç тăрринчен ши те ши туса пульăсем вĕçмеççĕ. Анчах вилĕм тени вăл çумрах çỹрет-мĕн. Тылра тăнине те пăхмасть. Акă, Василий Петровичăн асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă пĕр тĕслĕх. Августра ФЗО-ра вĕренекенсене аякри вăрмана йывăç кас-ма кăларса яраççĕ. Фронт теме те çăтать! Тăватă çынран тăракан ушкăнăн 100 кубла метр пĕрене хатĕрлемелле. Ытама кĕмен çĕр çулхи хырсене пурте хăнăхнă пĕр метрлă пăчăкăпа мар, метр çурăллисемпе касса йăвантараççĕ, икшер метр шайĕпе сыпăлаççĕ. Кунта юлхава персе лараймăн _ норма вăл саккун! Çав синкерлĕ кун та Васили йывăç кучĕ патне пĕшкĕнсе ларса хăй енчи пăчăкă аврине пикенсех туртнă. Турат иртсе тăракансем йывăçа тỹнтерме тĕкĕлесе тăраççĕ. Ĕçе пурте хăнăхнă темелле. Йывăç татăлнăпа пĕрех. «Тата пăртак, тата пăртак!» хистеççĕ ура çинчисем. Çав вăхăтра йывăç лăштăр кăна тỹнсе каяс вырăнне кучĕ тĕлĕнче сиксе илет те пуçне пĕксе сĕрекен Васили çине лаплатса анать. Сиссе те ĕлкĕреймест. Урăх астумасть каччă. Пульницăра тепĕр кунтан çеç тăна кĕрет вăл. Ирпе такамсем унăн тĕлĕнче «чĕрĕ», «чĕрĕ» тесе хавассăн калаçнине илтет. Ăçта вăл, камсем тата ку çыннисем? Хальлĕхе нимĕн те ăнланмасть-ха. Юнпа тулса хĕрелнипе куçсем витĕр курмаççĕ. Васили пĕрремĕш хут тарăннăн сывласа янине, куç хупанкисене уçнине асăрханă иккен тухтăрсем.
Кайран каласа панă тăрăх çакна пĕлет. Пысăк йывăç ун еннелле ỹксе çĕр çумне пусарса хунă иккен. Туртса илес _ май çук. Кĕреш вăл çỹхе кашта мар. Вара ăна, сывламанскере, юнланса пĕтнĕскере, пуртăсемпе айĕнчи торфлă çĕре каса-каса чаваласа кăларнă, çийĕнчех ăçта лаша лавĕпе, ăçта машинăпа çывăхри сыватмăша ăсатаççĕ. Вилнĕ тесе шутланипе апат карточкине те кăларса илеççĕ. Ĕмĕрлĕхе куçне хупнă çынна мĕн тума кирлĕ ĕнтĕ вăл? Пĕр тапхăр сыввисем усă курччĕр хăть. Анчах телейĕ пулнă Василин, пурнас кунĕсем юлнă, Турри çумра çỹренĕ. Ăнман йывăç ăна çавăн чухне пашалу пекех лапчăтайман çав. Çамрăк организм та вилĕме парăнасшăн пулман курăнать. Вун икĕ кун больницăра сипленнĕ хыççăн Васили хăйĕн класне таврăнать.
Николай ЛАРИОНОВ, Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ
.Малалли пулать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)