АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă канашсем

04 октября 2016 г.

 Чей вырăнне

Гипертонирен, юн пусăмĕ ỹснипе куçра пăнчăсем мĕлтлетнинчен, пуç çаврăннинчен сипленме çак меслет аван. Хĕвелçаврăнăшăн лайăх çунă 120 грамм çулçине вĕтетмелле, шыва ярса 10-15 минут пĕçермелле. Унтан сăрăхтармалла та шĕвеке виçĕ пая уйăрмалла. Кунне 3 хут чей вырăнне ĕçмелле.

Лавр çулçи Ревматизм, артрит, миозит, радикулит аптратсан, инсульт хыççăн хусканулăха тавăрма лавр çулçипе сипленеççĕ. 30 çулçа вĕтетмелле, банкăна тултармалла, 1 стакан хĕвелçаврăнăш çăвĕ хушмалла. Ăшă вырăнта 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Çуллă шĕвекпе çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла.

Корица аван

Апат ирĕлесси япăхсан, метеоризмран, варвиттирен, хăстарнинчен корица пулăшать. Шыва корица хушса пăтратмалла. Пулнă çăра шĕвеке апат хыççăн çур сехетрен 1 апат кашăкĕ ĕçни асăннă чирсенчен витĕмлĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика