АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев _ пусран тенкĕ тăвасси

07 октября 2016 г.

Районти предприяти, организаци, мĕнпур харпăрлăх формиллĕ учреждени, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисемпе юнашарах ял тăрăх пуçлăхĕсем те хутшăннă анлă лару кун йĕркине пиçсе тухнă чи пĕрремĕш ыйту район бюджечĕн пухмачне тĕрлĕ шайри налогсемпе пуянлатасси пулчĕ. Районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук службин ертỹçин çумĕ Геннадий Филиппов залри пысăк ушкăн умĕнче хускатнă проблема пирки паян «чан» çапма сăлтавĕ пысăк. Вăл пĕлтернĕ кĕске информацинчен эпир тăхăр уйăхра иртнĕ çулхипе танлаштарсан темиçе миллион ытла тĕрлĕ йышши налука пуçтарса çитерейменнине пĕлтĕмĕр. Унта çĕр, транспорт, пурлăх тата ытти налуксем те кĕреççĕ. Çулталăк вĕçлениччен çакăншăн яваплă çынсем пурте кар тăрса пусран тенкĕ тумасан, малашне тăван районăмăра хушма программăсене явăçма та, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кỹрессишĕн район ертỹçисен çỹлти влаç органĕсемпе куçа-куçăн калаçма та çăмăлах килмĕ. Çавăнпа та район администраци пуçлăхĕн çумĕ Марат Айзатуллов ларăва ерсе пынă май, çивĕч ыйтупа налукçăсен çеç мар, вырăнти муниципалитет ертỹçисен те çанă тавăрма вăхăт иккенне çивĕч-летрĕ. Кирек мĕн тесен те ял пуçлăхĕн аллинче унăн территоринчи кашни çын. Вăл лару-тăрăва çывăх пĕлет, унпа пĕр чĕлхе тупма пултарать.

Ларури тепĕр калаçу тăсăмĕ те бюджет пуянлăхĕпех çыхăнчĕ. Районти суд приставĕн уйрăм начальникĕ Галина Афки тăхăр уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнипе пĕрлех налук тỹлессинчен тĕрлĕ сăлтав шыраса тарса çỹрекен преступниксем (çапла каласан та йăнăш мар-тăр) пирки шухăша яракан цифрăсем илсе кăтартрĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра тĕрлĕрен тỹлевсене вăхăтра пурнăçламаншăн граждансене 82 623 пин тенкĕлĕх арест хунă. Вĕсенчен 11 производстви шăпах бюджета налук тỹлеменнипе çыхăннă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан налукпа татăлманран приставсен серепине çакланса пурлăха арестлесси патне çитнĕ производствăсем ытларах пулни те пăшăрхантарать. Галина Васильевна хăйĕн сăмахĕнче парăмçăсем чее çулпа кайса йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене «чике тăршшĕ лартма» хăтланнине тĕслĕхсемпех илсе кăтартрĕ. Сăмахран, пĕр çуртра 7-8 парăмçă пропискăра тăрать. Вĕсем çинче нимĕнле пурлăх та çук. Мĕнпур тупри пенсионер амăшĕн яваплăхĕнче. Ун пек чухне мĕн тумалла? Йывăр лару-тăруран та тухма май пур: саккунпа килĕшỹллĕн ватă çынна уйăхсерен паракан пенсин 75 процентне кирлĕ тĕллевпе тытса юлма пулать. Залра ларакансем çакăнпа килĕшсе шавласа илни парăмçăсене вăйлăрах хĕстермеллинех çирĕплетрĕ. Урăхла каласан, патак икĕ вĕçлĕ пулнине манса каймалла мар. Ăна вăхăтра тỹлесси _ кашни гражданинăн тивĕçĕ. Анлă ларура çавăн пекех райадминистрацин экономика, ял хуçалăхĕ, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн çумĕ В. Медведев, районти Патшалăх техника надзорĕн инспекци начальникĕ И. Василь- ев, районти архив заведующийĕ Т. Казначей, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Г. Синеева хăйсен отраслĕсенчи ыйтусене хускатрĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май М. Айзатуллов РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнче пысăк хастарлăх кăтартнă ял тăрăхĕсене Чăваш Республикин Муниципаллă пĕрлĕх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика