АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМĕР çАПЛА ХĕРНĕ

07 октября 2016 г.

Çар завочĕ.

Токарь цехĕ.

Малалла хăйнех итлер-ха: «Палăртнă пекех ФЗО-ра çур çул тăтăмăр. Мана 3-мĕш разрядлă слесарь свидетельствине тыттарчĕç. Йышлах мар ушкăнлă хĕрачасене стройкăра ĕçлемелли профессисем панă. Вĕсем _ кирпĕч хуракансем, штукатурка тăвакансем, сăрă сăрлакансем...Пурте пĕр-пĕр çурт-йĕре тунă çĕре ярĕç пулĕ тесе шутлатпăр. Анчах пире, арçын ачасене, Хабаровскран 12 çухăмри Горький ятлă поселокра вырнаçнă çар заводне илсе кайрĕç. Мана тата тепĕр ачана пĕр токарь çумне çирĕплетрĕç. Станокĕ тем пысăкăшчĕ. Мĕн валли детальсем тунă _ ăна эпир пĕлмен, паллах. Пирĕн тĕллев _ çав ĕçе ун пек тума вĕренесси. Вăхăтран-вăхăта ăна тепĕр йышши япала тума хушнă. Столяра хăнăхни пире ниме те кирлĕ пулмарĕ. Пирĕн çĕнĕ специальноçа хăнăхмалла...Мĕн тăвăн, хăнăхан. Вĕрентсен упа та ташланă, тенĕ...

Пĕлме. 1932 çулхи мартра Хабаровск айккинче авиаци хатĕрĕсене юсакан завод (авиаремонт) никĕсне хывнă. СССРти пĕрремĕш пилĕк çуллăхăн аслă стройки пулнă вăл хăй вăхăтĕн-че. Унпа пĕрлех юнашар поселокĕ те ỹссе ларнă. Рабочисем ыйтнипе 1935 çулхи февральтен завод М.Горький ячĕпе хисепленсе тăнă, çĕнĕ поселокне те çав ятах панă. Вăрçă çулĕсенче вăл ытларах «83-мĕш номерлĕ завод» ятпа палăрнă _ кунта И-15, И-16, ЯК-7 истребительсене, ИЛ-2 штурмовиксене юсанă тата модернизациленĕ, 1943 çултанпа çĕнĕ ЯК-3 истребительсене пухса кăларнă. Пĕрлех кунта Ф-1 граната (халăхра ăна лимонка ят панă) валли запалсем, гранатăна тивертсе сирпĕн- термелли хатĕрсем, массăллăн кăларассине йĕркеленĕ. Вăрçă хыççăн, 1946 çулта, завода урăх япаласем кăларма майлаштарнă та карапсемпе корабльсен отрасльне пăхăнмалла тунă. 60-мĕш çулсенче завод крайра чи пысăккисенчен пĕри шутланнă, унта пилĕк пин ытла рабочи ĕçленĕ. Паян «Хабаровскинчи А.М.Горький ячĕллĕ завод» ОАО (Хабсудмаш) шутланать. Унта карапсем тата çар кораблĕсем валли тĕрлĕ йышши механизмсем (крансем, лебедкăсем, эжекторсем т.ыт. те) кăлараççĕ. В.П. Маркидановăн 1944 çулта уçнă ĕç кĕнекинче ăна 1941 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çак асăннă завода платнике илнине, 1942 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче токарь ученикне куçарнине паллă тунă.

...Заводра ĕç кунĕ 12 сехет тăсăлать. Ирхине сакăр сехетре пуçлатпăр та каçпа саккăрта пăрахатпăр. Пĕр эрнерен каçхи сменăна кĕретпĕр. Вăл татах 12 сехет тăсăлать. Кану кунĕсем те, уяв кунĕсем те çук. Çав смена улшăннă чухне кăна кăшт канса илме май пулнă. Карточкăпа кунне 650 грамм çăкăр илеттĕмĕр. Унсăр пуçне «жировой» карточка текенни те пурччĕ. Унпа эпир столовăйĕнче кунне виçĕ хут апат çинĕ. Тата хамăра панă ĕç укçипе лавккара темиçе грамм какай, пулă, çу илме пулатчĕ. Уйăха пĕр кĕленче çуттине те туянма ирĕк пур. Çар заводĕнче ĕçленипе пире çăмăллăхсем те панах. Пасарта уйрăм çынсенчен укçалла килте пĕçернĕ çăкăр илме те май пулнă. Анчах вăл сĕре хаклăччĕ. Вунçиччĕри-вунсаккăрти çамрăксене апат çитмен, паллах. Анчах килте те ачаранах какăриччен юр-вар çисе ỹсменнипе аптраман. Кун пек нормăшăн та савăннă-ха. Ялта халĕ тата йывăр пулнине пĕлсе нихçан та ỹпкелешмен. Вăрçă вăхăчĕ тесе лăпланнă.

Завода пырса кĕнĕренпе виç-тăват уйăх иртрĕ-и, иртмерĕ-и, _ токарь ĕçне аванах вĕренсе çитрĕм. Палăртнă размерсемпе детальсене пĕчĕккĕн хамах тума хăнăхрăм. Вара мана токарех лартса хучĕç. Ытларах эпир çав фронтра хỹтĕленсе çапăçмалли гранатăн запалĕ- сене хатĕрлесе параттăмăр. Пĕр смена норми 800 штукчĕ. Миçе пин тунă ăна _ шутласа та пĕтерес çук. Анăçра тăшмана хирĕç пынă хаяр çапăçусенче манăн тỹпе те кăштах пур-тăр».

Çар завочĕ.

Шăратакан цехра.

Чăваш ачи Василий нихçан йĕркене пăсса курман, начальниксемпе тавлашман, мĕн хушнине пĕр пăркаланмасăр пурнăçланă. Вĕренме каланă _ вĕреннĕ, ĕçлеме каланă _ тунă. Ĕç патне алли те пынă, çыпăçуллă ĕçленĕ. Кăштах малалла иртсе калас-тăк, 1944 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче ăна ĕç кĕнеки çине çырса «ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Октябрьти революци пулнăранпа 27 çул çитнĕ ятпа» тав тунă, тепĕр çур çултан, 1945 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче (ахăртнех, Май уявĕпе çыхăнтарса) татах тав тунă тата 200 тенкĕ преми панă. Кусем _ шурă хут çине çырса хунисем. Кадровиксем çак ансат утăма тума чылай чухне маннине шутласан, Василин тав сăмахĕсемпе хучĕсем пайтах тесе шутламалла.

Икĕ çул çар саккасĕсене пурнăçласа ĕçленĕ хыççăн вунсаккăр тултарнă каччăна заводăн шăратакан цехне литейщика куçараççĕ. Кунти ĕç-пуç çинчен хăй каласа панинех итлер: «Сан вырăна урăх çынна хатĕрленĕ. Малашне чукун шăратмалла пулать, теççĕ пуçлăхсем. Эп вăл цеха кĕрсе те курман. Çапах килĕшетĕп. Урăхла майĕ те çук. Вăрçă вăхĕтĕнчи çар завочĕ-çке пирĕн.

Мана кунта вагранка мастерĕ çумне çирĕплетрĕç. Çынни ку вырăсчĕ, хăрах куçлăччĕ, тăтăш чирлетчĕ. Те вăрçăра аманса килнĕ пулнă вăл, те хăй çапла сусăр пулса юлнă. Ăна эпир «дядя Ваня» тесе чĕннĕ. Иван Иванович пулнă пек астăватăп. Лайăх кăмăллă çынччĕ хăй. Ыр вырăнта вырттăрах...

Пĕлме.

Вагранка _ чукуна тепĕр хут ирĕлтермелли шахта евĕрлĕ кăмака. Домнăпа танлаштарсан, вăл пĕчĕкрех, юсас тĕллевпе чарма та çăмăл. Кỹ- лепи цилиндр евĕрлĕ. Топливо вырăнне кунта кокс е антрацит усă кураççĕ. Вĕсем çуннă чухне аял енчен вĕртерсе тăраççĕ. Çавна май температура вăйлă ỹсет. Вагранкăн аялти пайĕ шăратакан цехра вырнаçнă, мăрйи _ тулта. 30-60-мĕш çулсенче анлăрах сарăлнă конструкцисем сехете 3-5 тонна чукун ирĕлтерсе кăларма пултарнă. Шăранчăк вагонетка кустăрмисем, трактор гусеницин тракĕ-сем, вăрçă вăхăтĕнче, ахăртнех, танк «çăпатисем», балласт блок- сем тата темле ансатрах йывăр изделисем тума кайнă. ...Цехра питĕ вĕриччĕ. Температура 1200 градуса çитсен, ирĕлнĕ чукун шыв пек юхса тухать. Тумламĕсем хамăр çине сирпĕнетчĕç. Çавăнпа ĕçлеме ятарлă форма та панă _ урара кăçатăччĕ, хул пуççи çинче _ шинель йышши материалтан çĕленĕ плащ. Куçлăх та тăхăнмаллаччĕ. Анчах унпа ĕçлеме кансĕрччĕ. Нумайрах чухне ăна эпир куçа хупламасăрах çỹреттĕмĕр. Аслисем курсан куншăн асăрхаттару та паратчĕç. Сывлăхшăн сиенлĕ цех пулнăран кунне çуршар литр сĕт тиветчĕ. Унчченхи цехринчен ĕç кунĕ кунта кĕскерех: 12 сехет таран ниепле те вут кăмака умĕнче тăраймастăн.

Цехра 12 формовщикчĕ. Пирĕн пек ФЗО ачисемсĕр пуçне вырăнти рабочисем те пурччĕ. Литейщик ĕçĕ питĕ яваплă. Чукун пахалăхĕ пĕтĕмпех унтан килет-çке. Лайăх специалист пулма уйăхсем мар, çулсем кирлĕ. Çавăн пирки асрах -ха пĕр самант та. Пĕринче ĕçе килтĕмĕр. Пирĕн тĕп литейщик, хайхи дядя Ваня çук. Унсăр ним тăваймăн. Кăштахран цех начальникĕ чупса килчĕ. Ун-кун пăхкаларĕ те тỹрех ман алла çатăрттарса тытрĕ. Çапла-çапла, мастер чирлесе ỹкнĕ. Атя кăмакана хута яр, тет. Эп пултараймастăп ку ĕçе, тетĕп. Опыт та çук ман. Чакмасть тĕллевĕнчен каялла çакскер: «Эс литейщик çу- мĕнче ĕçленĕ, йĕркине пĕлетĕн. Кăмакана шал енне те сỹтсе вĕрие чăтакан кирпĕчсем хурса курнă. Чукун шăратмасан мана кутăн çакаççĕ», _ тет. Чăн та, ĕç мелĕсене чухламан мар-ха, мĕн хыççăн мĕн тумаллисене те курса тăнă. Вагранкăна вăхăтне пĕлсе тата чухласа кокс ямалла, болванкăсене, маларах домна кăмакисенчен шăратса кăларнă чукун муклашкисене, пăрахса тăмалла. Шăранчăка пăссан пуçран шăлмаççĕ. Мĕн тетĕр-и? Йĕркеллех нормăна тултартăмăр çав кун. Çакăн хыççăн вара чылай хутчен вагранка умне тăма тивнĕ. Ỹркенмен ăста пулнă тесе ахаль каламан ваттисем...»

Мăшăрĕ Зоя аппа упăшкин асаилĕвĕсене тăхăрвун тăххăр хутчен илтнĕ пулсан манпа пĕрле тимлĕнех тăнласа ларать, хăш чухне чарса ыйтусем те паркаласа илет: _ Çав Хабаровскра чухне эс киле посылка та, укçа та ярса панă теттĕн вĕт. Çавна каласа пар-ха тата.

_ Пулнă-пулнă ун пекки,_ асилỹ çăмхине малалла сỹтет Ваççа тете._ Эрех ĕçмен, табак туртман. Пĕр пуса та унталла-кунталла тăкман, пуçтарса пыма тăрăшнă. Нумай мар пулин те шалу панă вĕт-ха пире.

Пĕринче çапла 800 тенкĕ пухнăччĕ. Пасарта пĕр çаврака çăкăр 250 тенкĕ тăратчĕ. Киле пĕр усă пултăр-ха тесе почтăран переводпа ярса патăм çакна. Колхоз тени нимĕн те паман вĕт. Çав укçа çитмен, таçта çул çинче çухалнă пулинех. Вара тепрехинче аннене уринчи çăпатине улăштаркалама калуш, йăмăксене ĕмĕрте пĕрре кĕпе çĕлеттерме пасар пусми туянса ăсатрăм. Çитнĕ çак посылка. Питĕ савăнтăмăр тесе çырса хыпарларĕç вара...

Н. Ларионов, Малалли пулать

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика