07 октября 2016 г.
Сентябрĕн юлашки кунĕнче Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ Наци библиотекинче управлени практикинчи потребительсен обществин социаллă оринтиризацийĕ муниципаллă социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ енĕпе регионсем хушшинчи конференци пулса иртнĕ.
Унта социаллă пулăшу, грант проекчĕсен, вĕсен тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсене сỹтсе явнă. Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем социаллă пулăшу парас енĕпе коммерцилле мар организацисен аутсоринг пулăшăвĕн ыйтăвĕсене хускатнă. Ку тĕлĕшпе халĕ çĕнĕлĕхсем пур. Конференцире çак ыйту та уçăмланнă.
Аутсоринг практикинче регионсенче социаллă пулăшу парас кейссем пур. Вăл шутра инвалидсем çине ытларах тимлĕх уйăрасси.
Социаллă предпринимательство. Çакă _ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсем хатĕрленĕ продукцие, поставщиксен реестрне палăртасси. Вĕрентỹ проекчĕсем те тĕп тимлĕхре.
Екатеринбургра 2017 çулта иртекен инвалидсен Тĕнчери пĕрремĕш конгрессне 700 çын ытла хутшăнмалла. Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явма палăртнă.
Мĕнле майпа регион министерствин шанчăклă партнерĕ пулмалла? Конференцире çак ыйту та пулнă. «Вĕрентỹ капиталĕ» социаллă программа пирки те çакнах каламалла _ ăна та тĕплĕн сỹтсе явнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)