07 октября 2016 г.
Александр Петров, районти ГИБДД начальникĕ: _ Районти çул çинче пулакан аварисен сăлтавĕсем тĕрлĕ-рен: пĕрисем саккун çирĕп- лĕхне шута илмесĕрех руль умне ỹсĕрле кĕрсе ларса çула тухаççĕ, теприсем хăвăртлăха пăхăнмасăр малтан-мала хыпаланаççĕ, виççĕмĕшсем пĕлсе тăрсах правилăна пăхăнмаççĕ тата ытти те.
Республикăра, районта йĕркелекен ятарлă операцисем вăхăтĕнче йĕркене пăхăнманнисем те час-часах тĕл пулаççĕ. Акă, сăмахран, нумай пулмасть çеç иртнĕ «Пешеход. Пешеходный переход» операци вăхăтĕнче пирĕн инспекторсем çуран пыракан тăватă çын ячĕпе протокол çырнă. Вĕсен шăпах палăртнă вырăнтан çул урлă каçманшăн 500 тенкĕ штраф тỹлеме тивет. Е тата иртнĕ уйăхра «Автобус» ятпа ятарлă вунăкунлăхра гаишниксем каллех пилĕк автобус хуçи саккуна пăхăнманнине тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри _ куллен пассажирсене илсе çỹ- рекен автобус. Водитель пĕлсе тăрсах хăйĕн техники газ оборудованипе ĕçлеме куçнине ятарласа регистрацилемен, ним пулман пекех рейса тухса çỹрет, çынсене турттарать...
Çакнашкал профилактика операцийĕсем октябрьте те иртеççĕ: 14 _16-мĕшĕсенче _ «Нетрезвый водитель», 20-мĕшĕнче _ «Дети», 27-мĕшĕнче _ «Пешеход. Пешеходный переход».
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)