АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заказчик е вулакан мĕншĕн айăплă?

14 октября 2016 г.

Хальхи вăхăтра вулакан кирек мĕнле хаçат-журнала та вăхăтра алла илни, çĕнĕ хыпарсемпе оперативлă паллашни пĕлтерĕшлĕ. "Сухалланса" кайнă информаципе никама та тĕлĕнтереймĕн. "Чун апачĕ" палăртнă графикпа вулакан патне çитменни вара кашни хаçат çырăнаканах пăшăрхантарни каламасăрах паллă.

Ку таранччен районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пирĕн туссем эрнере икĕ хутчен _ ытларикун тата эрнекун _ илме хăнăхнă. Иртнĕ эрнере вара чылайăшĕ куç пек кĕтекен информаци хатĕрне хăш-пĕр почта уйрăмĕсенче вăхăтра илеймен, хаçат çителĕклĕ тиражпа саланман тĕслĕхсем йĕпе çине сапа тенĕ евĕр, çине-çинех пулчĕç. Хăш-пĕр вулакан çак йăнăша е пăтăрмаха ăнланмасăр пире, хаçат калăплакансене, журналистсене, урăхла каласан _ заказчиксене _ кỹренчĕ. Вулакансем умĕнче тỹрре тухас тĕллевпе мар, анчах та хамăр енчен эпир çакна калама пултаратпăр. Продукци пичетленекен типографине (хаçат ИПК "Чувашия" типографинче çапăнать) эпир октябрь уйăхĕнчен 4956 экземпляр хаçат çапма заявка панă. Вăл шутра чăвашла _ 3683, тутарла _ 1273 экземпляр. Сăмах май каласан, унăн тиражĕ çак уйăхран тата ỹсрĕ. Типографи вара пирĕн тавара эпир каланинчен ытлашши те, сахал та пичетлемест. Иртнĕ эрнере "Авангардăн" хăш-пĕр экземплярĕсем унталла та кунталла "аташса" çỹренинче редакци ĕçченĕсен пĕр айăпĕ те çук. Çакă вулакана çеç мар, заказчика, пире те тарăхтарать. Пăтăрмахăн вĕçне-хĕрне тухас, малашне вулакан патне хаçата вăхăтра çитерес тесе эпир те хамăрпа çыхăнса ĕçлекенсемпе çивĕчех калаçрăмăр. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, типографинчи сортировкăра тăракан ĕçченсем çамрăк та тин çеç вырнаçнă пулни йăнăш тума пулăшнă, вĕсем пирĕн района килекен хаçат тĕркемĕсене (альтернативлă майпа çырăннисене) урăх çĕрелле ярса пĕтернĕ-мĕн. Ĕçлекен çын йăнăшмасăр пулмĕ, паллах. Çапах та паян 1941 çулхи вăрçă çулĕ мар. Йывăрлăхран тухма пулатех тесе шутлатăп. Ăнланманлăха, пĕлсе пĕтерейменнине те тỹрлетме май пур. Çавăнпа та укçа тỹлесе çырăннă хаçата вулакан вăхăтра алла илмеллех. Куншăн вăл та, редакци те айăплă мар. Хаçат тусĕсенчен вара эпир каçару ыйтатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика