14 октября 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланă хыççăн тепĕр эрнеренех, сентябрĕн 25-мĕшĕнче, Шăнкăртам ял тăрăхĕнче пурăнакансем каллех суйлав участокĕсене пуçтарăнчĕç. Хальхинче "халăх тарçисен" хушамачĕсем умне пĕр-пĕр паллă лартма мар, халăхран пуçтаракан сулăм укçине (самообложени) 1000 тенкĕ таран пуçтарас тĕллевпе хăйсен шухăшне пĕлтерме. Патшалăх, регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çынсен шухăшĕсене тĕпе хурса татса панине шăпах референдум теççĕ. Çакнашкал референдум республикăра та пĕрремĕш хут иртнĕ-мĕн.
Шăнкăртамсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва вырăнти халăхпа татса парасси ăнăçлă пулса тухнă. Сасăлава хутшăннисен ытларах пайĕ 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен килĕрен пуçтарăнакан самообложени укçи пин тенкĕ пултăр тесе килĕшнĕ. Çулталăкне пĕр хутчен вырăнти бюджет хыснине пуçтарăнакан кĕмĕл шучĕ паян çав тери пысăк тесе те хаклаймăн. Мĕншĕн тесен ял çыннин пурнăçне ырă енне улăштарас, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кỹрес, çỹп-çапне вăхăтра илсе тухас, урамсене çутăпа тивĕçтерес, çулсене юсас, кĕперсене тирпейлес тата ытти вуншар ыйтăва татса пама вырăнти муниципалитетăн пухмачĕнчи укçа-тенки çителĕклĕ пулнинчен килет. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем ытти ял тăрăхĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулчĕç, пĕршухăшлăх патне тухса ыйтăва уçăмлатрĕç. Çĕнĕ çултан вара çак ялта сулăм укçи пирки халăхпа йышăннă çĕнĕлĕх вăя кĕрĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Кашни ял тăрăхĕнчех Шăнкăртамсем евĕр референдум ирттерес тесен, чăн малтан сирĕн шухăшăрсене тĕпе хуни те кирлĕ. Çавăнпа та хаçат страницинче "Эсир мĕнле шутлатăр?" рубрика уçасшăн. Çак темăпа кашниех хăвăрăн хастарлăхăра кăтартма пултаратăр.
А. НИКОЛАЕВА
Хаклав Анатолий Самакин, ĕç ветеранĕ:
_ Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене халăхпа татса панă чухне яланах уççăнлăх кирлĕ. Шăнкăртамсен ырă тĕслĕхне ытти ял тăрăхĕсенче те усă курма пулать. Çапах та çакнашкал референдум ирттериччен ял çыннисенчен пуçтаракан самообложени укçине мĕнле тĕллевпе усă курнине конкретлă палăртмалла. Ун пек чухне шăв-шавĕ те пулмĕ, ĕçĕ те курăмлă пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)